Карьерăпа сыв пуллашса ачашăн пурăнма хатĕр-и?
Ачана тивĕçлĕ воспитани парăттăмччĕ, хам та кирлĕ шайра илмен... Çакăн пек каланине кашни утăмрах илтĕн-и? Темĕн, иккĕлентерет. Нумайăшне хăй йăлтах тĕрĕс тунă пек, пĕтĕмпех пĕлнĕ пек туйăнать. Шел, туйăнать кăна çав. Çыннăн пурнăç тăршшĕпех аталанмалла, ашшĕ-амăшĕ пулма вара - вĕренмелле. Тепĕр тесен, паян ку енĕпе литература çителĕклех. Вулама-аталанма ан ÿркен кăна. Халĕ вара ку енĕпе Чăваш Енри ашшĕ-амăшне çăмăлрах пулассăн туйăнать.