Ял ачи вырăсланать

21 Нарăс, 2014

«Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», - тенĕ чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев. Унăн сăмахĕсемпе килĕшмесĕр тăраймăн, анчах паянхи самана саламачĕ урăхла çаптарать. Ял ачисем вырăсланни, амăшĕн сĕчĕпе куçнă чĕлхерен вăтанни, чăвашла вулама, çырма манса пыни, шел те, пурнăç чăнлăхĕ пулса тăчĕ. Çак шухăш Етĕрне районĕнчи Тури Ачак вăтам шкулĕнче пулнă хыççăн тепĕр хут çирĕпленчĕ.

Вĕрентекенĕн куçаруçă пулма тивет

Маларах асăннă пĕлÿ çуртне 234 ача çÿрет. Чăваш чĕлхипе литературине унта 3 учитель вĕрентет. Вĕсенчен пĕринпе, Галина Максимовăпа, пĕрлехи чун ыратăвĕ пирки калаçрăмăр.

Галина Владимировна Тури Ачак шкулĕнче 5-мĕш çул ĕçлет. Юлашки вăхăтра ачасем урокра çеç мар, тăхтавра та пĕр-пĕринпе вырăсла калаçма тытăннине сăнать вăл.

- Унчченхи çулсенче хула ачисем кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ патне каникула килетчĕç те ялти шăпăрлансене вырăсла калаçма вĕрентетчĕç. Халĕ шкул ачи вырăсла шухăшлать. Пирĕн, вĕрентекенсен, тепĕр чухне куçаруçă пулма тивет. Чăваш Енре ÿснĕскерсемех тăван чĕлхене пĕлмеççĕ, - сăмах çăмхине сÿтрĕ вĕрентекен.

Галина Владимировна шухăшĕпе - ачасем вырăсланнин сăлтавĕ ашшĕ-амăшĕнчен çеç мар, компьютер самани вăйлă аталаннинчен те килет. Интернет, сенкер экран, кĕсье телефонĕ чылай чухне шăпăрлана япăх витĕм кÿреççĕ. Ачасен хушшинче чăваш хаçачĕсемпе журналĕсене вулакан, телекуравпа тăван чĕлхепе тухакан кăларăмсене пăхакан сайра. Галина Владимировна тĕрлĕ класс ачисене вĕрентет. Акă, тĕслĕхрен, 5-мĕшсен эрнере 3 урок чăваш чĕлхи, тепĕр 3 - литература. 6-8-мĕшсен 2-шер сехет, 9-мĕшсем вĕренÿ планĕпе килĕшÿллĕн икĕ предмета сехет çурăшар çеç тишкереççĕ. Чылай вĕрентекен ачасем ÿснĕçем тăван чĕлхе урокĕсене чакарса пынине хирĕç, анчах çÿлтен хушнине пурнăçлама тивет, программăпа килĕшÿллĕн ĕçлемелле-çке.

- Ачасем хушнине вуласа килменни е произведение ăнланманни те пулать. Малтанхи урок патне таврăнма вăхăт çук. Хăш-пĕр класра 20-25 ача вĕренет. Вĕсемпе 45 минутра повеçе вуласа, унăн тĕп шухăшне палăртма ĕлкĕрейместĕн. Паянхи вĕренÿ программи темăна ăнланнине мар, ача нумайрах информаципе паллашнине тĕпе хурать, - хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ чăваш чĕлхи учителĕ.

Лайăх вулама та пĕлмеççĕ

Илпек Микулайĕн «Хура çăкăрĕпе», Юрий Скворцовăн «Уках хурăнĕпе», Александр Артемьевăн «Салампийĕпе» тата вун-вун ытти произведенин тулли варианчĕпе эпир шкулта вĕреннĕ чухнех паллашнă. Пĕлÿ çÿрчĕн сукмакне паян такăрлатакансем литературăпа кăсăкланаççĕ-и? Вĕрентекенĕн хуравĕ çапларах пулчĕ:

- Кĕнекере панă материалпа паллашсан та тем пекехчĕ. Вăтам классенче кĕскерех произведенисем пулнă май вĕсене урок вăхăтĕнче вулама ĕлкĕретпĕр. 10-11-мĕш классен вуламалли нумайрах, анчах наянлăхĕ пысăк. Манăн шухăшăмпа - кăсăклă произведение пĕрре ларсах шĕкĕлчесе тухаятăн. Эпĕ интереслĕ кĕнекене алла тытсан ĕçе каймалли çинчен те манатăп, ăна çĕрĕпех вулама пултаратăп. Шкул ачисен шухăш-кăмăлĕ урăхла, вĕсем тăван чĕлхене пĕлессишĕн талпăнмаççĕ, чылайăшĕ лайăх вулама та пĕлмест, кашни сăмахра такăнакан та пур, сасăпа вулама ыйтасран хăраса ларакан та çук мар. Паллах, килĕнче ашшĕ-амăшĕ кĕнеке тытмасть тĕк ача та унпа туслă пулмастех. Ку ыйтăва ирĕксĕрлесе татса параймăн.

Паянхи ăрăва унчченхисемпе танлаштарма йывăр. Вĕсен тавра курăмĕ пачах урăх. «Литература пурăнма вĕрентет», - тени те хăшĕ-пĕриншĕн шыв çине сенĕкпе çырнă пекех иккен. Апла пулин те вĕрентекенсем ял ачисене чăваш чĕлхине юратма, ăна хисеплемешкĕн вĕрентме тăрăшаççĕ. Тури Ачак шкулĕнче юпа уйăхĕнче сăвă вулакансен «Асамат кĕперĕ» конкурсне ирттересси йăлана кĕнĕ, ака уйăхĕнче Чăваш чĕлхи эрни пулать.

Шел те, республика шайĕнчи «Букварьтен илемлĕ литературăна çити» конкурса та юлашки çулсенче хутшăнакан пулман. Галина Владимировна каласа кăтартнă тăрăх - ачасем хăйсем тĕллĕн нимĕн те тăвасшăн мар, вĕсен çырма хавхалану çук. «Тантăш» хаçат валли çырнă ал çырăвĕсене те вĕрентекен хăй тÿрлетсе пичетлесе редакцие ярса панă. Педагог хăйĕн çамрăклăхне аса илчĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне вĕсем класĕпех «Пионер сасси» çырăннă. Унта кашниех хăйĕн материалĕ пичетленессе кĕтнĕ. Паянхи ачашăн ку та пĕлтерĕшлĕ мар - хушсан тăваççĕ, кашни кун аса илтермесен манаççĕ иккен. Тури Ачак шкулĕн аттестатне илсен чăваш уйрăмне вĕренме кĕрекен те сахал, ку предметпа патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытакан та çук. Шкул ачисенчен чылайăшĕ хальлĕхе тăван чĕлхе кирлĕлĕхне ăнланмасть, вырăсла калаçни вĕсене пысăк должноçра ĕçлеме пулăшассăн туйăнать.

Класра ларакан пĕр ушкăнпа калаçма май килчĕ. Унта пухăннисенчен пĕри те ашшĕпе амăшне «атте», «анне» тесе чĕнмест. Хаçат ĕçченĕ пулнă май чăвашла тухса тăракан кăларăмсене пĕлнипе кăсăклантăм. Шел те, шкула çÿрекенсен пысăк пайĕ вĕсем çинчен пачах пĕлмест. Ачасем «Çамрăксен хаçатне», «Тантăша», «Кил-çурт, хушма хуçалăха» аса илчĕç. Юлашки вăхăтра мĕнле произведени вулани пирки ыйтсан класс шăпланчĕ. Хыçалти парта хушшинче ларакан хĕр ача Леонид Агаковăн «Ылтăн вăчăра», «Юманлăхра çапла пулнă» хайлавĕсене асăнсан чунăм лăштах кайрĕ. Çапах чăваш ялĕнчи шкул вырăсланса пынăшăн пăшăрхантăм. Чăваш чĕлхи пÿлĕмĕн алăкĕ çине: «Кабинет родного языка» тесе çырни те кулянтарчĕ. Класра та тăван чĕлхепе çырнă виçĕ стенд çеç асăрхарăм. Пĕрне чăваш хĕрарăмĕн çи-пуçне халалланă, теприне - Иван Яковлевăн, виççĕмĕшне Константин Ивановăн пултарулăхне тĕпе хурса йĕркеленĕ. Галина Владимировна каласа кăтартнă тăрăх - çĕнĕ вĕренÿ программипе килĕшÿллĕн класра кăтартмăш нумай пулмалла мар, вĕсем ачана тимсĕрлетеççĕ имĕш. Юрать, чăваш тĕрриллĕ карра кăларса ывăтма хушман, вĕсем пÿлĕме тăван йăла-йĕркен сĕмне кĕртеççĕ, аваллăха аса илтереççĕ.

Чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсене шкул ачисем вырăсланнăшăн айăплас килмест. Шăпах вĕсем - çак пулăмпа кĕрешекенсем, тăван чĕлхене пĕлни тĕнчен кирек хăш кĕтесĕнче те кирлине ăнлантаракансем... Галина Владимировна - вĕсенчен пĕри. Çакна вăл аслă хĕрне чăваш ятне пани те çирĕплетет. Савнепи «савнă хĕр» тени пулать. Пике малтан ятне улăштарасшăн та пулнă. Кулленхи пурнăçра унашкал ятли сайра тĕл пулать-çке-ха. Пурăна киле хĕр ята килĕштернĕ, Интернет пулăшнипе хăйпе пĕр ятлă пикепе паллашнă. Халĕ Савнепи ята тем парсан та улăштармĕ.

Тăван чĕлхе шăпи шухăшлаттарать. Ку ыйтăва хаçатра куллен çĕклетпĕр, çулталăкне вун-вун шкула çитетпĕр, чылайăшĕнчен пусăрăнчăк кăмăлпа таврăнатпăр пулин те çав-çавах чăваш чĕлхин малашлăхĕ пуррине ĕненес, ачасем тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çуккине ăша хывасса шанас килет.

Любовь ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.