Вĕрентÿ

6 Чÿк, 2014

Хÿтлĕхсĕррисене пулăшмашкăн та ăсталăх кирлĕ

Професси ăсталăхне палăртакан тĕрлĕ конкурс республикăра чылай иртет. Вĕренÿ тытăмĕнче ĕçлекенсем "Çулталăк вĕрентекенĕ", "Çулталăк воспитателĕ", "Чи лайăх класс ертÿçи", "Чи лайăх соцпедагог" ятсене илессишĕн йĕркелекен ăмăртусене хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. Çак конкурссен списокĕ кăçал тепĕр тĕрлипе - "Эпир юнашар! Эпир пĕрле!" ятлипе - пуянланчĕ.

5 Чÿк, 2014

Пĕрле-и е уйрăм-и? Е дефиспа та юрать-и?

Чăваш чĕлхин орфографи ыйтăвĕсене татса пама тахçанах вăхăт çитнĕ

Вăл е ку сăмаха епле çырасси паян тапраннă сăмах мар. Чылайăшне /чĕлхеçĕсене, çыравçăсене, хаçат е кĕнеке вулакансене.../ тахçанах калаçтарать вăл.

1 Чÿк, 2014

Пĕлÿ килĕ

Муркаш районĕнчи Ярапайкасси вăтам шкулĕ уяв кăмăлĕпе кĕтсе илчĕ мана. Унта нумаях пулмасть çĕнĕ спортзал уçăлнă. Ăна хута ямашкăн 800 ытла пин тенкĕ тăкакланă. Пуçлăх улшăннăранпа çулталăк çитни те - курăмлă пулăм. Ял-йыш Александра Скворцовăн ĕçĕпе çав тери кăмăллă.

1 Чÿк, 2014

Черет хăçан çитĕ-ши?

«Вĕренÿ тытăмĕн, ачан çынлăх паллисене аталантармалли ĕç-хĕл никĕсĕ шкулчченхи вĕренÿ пулса тăрать. Пепкесене ача сачĕсенче вырăнсемпе тивĕçтерессине эпир сирĕнпе йĕркеллĕн пурнăçлатпăр.

Патшалăх тата муниципалитет вĕренÿ учрежденийĕсемсĕр пуçне Чăваш Енре патшалăхăн мар 6 ача сачĕ, çавăн пекех уйрăм çын тытса тăракан 20 ытла центрпа студи пур. Вĕсем шкулчченхи ÿсĕмри ачасене пăхса тата асăрхаса тăрас ĕçе пурнăçлаççĕ. Ку çул-йĕре вăйлатмалла...

1 Чÿк, 2014

Гений ÿстерес килет-и?

Нумаях пулмасть Республикăри Хĕрарăмсен канашĕпе Ашшĕсен канашĕ Ашшĕ-амăшĕн пысăк пухăвне йĕркелерĕç. «Çемье - кашни çын пурнăçĕнче чи кирли» ятпа иртрĕ вăл.

Pages