Черет хăçан çитĕ-ши?

1 Чÿк, 2014

«Вĕренÿ тытăмĕн, ачан çынлăх паллисене аталантармалли ĕç-хĕл никĕсĕ шкулчченхи вĕренÿ пулса тăрать. Пепкесене ача сачĕсенче вырăнсемпе тивĕçтерессине эпир сирĕнпе йĕркеллĕн пурнăçлатпăр.

Патшалăх тата муниципалитет вĕренÿ учрежденийĕсемсĕр пуçне Чăваш Енре патшалăхăн мар 6 ача сачĕ, çавăн пекех уйрăм çын тытса тăракан 20 ытла центрпа студи пур. Вĕсем шкулчченхи ÿсĕмри ачасене пăхса тата асăрхаса тăрас ĕçе пурнăçлаççĕ. Ку çул-йĕре вăйлатмалла...

Çулталăк çурăчченхи ÿсĕмрисене эпир ача сачĕсенчи вырăнсемпе 2015 çулта тивĕçтеретпĕр. Республикăри шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсенче 3 çултан аслăрах ачасен черетне вара, паян çакна çирĕплетсех калама пулать, пĕтĕмпех пĕтернĕ!» - тенĕччĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх канашне янă çырура.

Нумаях пулмасть ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республикăн ĕç тăвакан органĕсем РФ Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи Хушăвне епле пурнăçланине уçăмлатма черетлĕ лару ирттернĕ. Унта хутшăнакансем кĕçĕн ÿсĕмрисене шкул çулне çитменнисен организацийĕсенче вырăнпа ытларах тивĕçтерес, черете пĕтерессипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ.

Калаçăва пĕчĕкскерсем пирки хускатнине ăнлантăр пулĕ.

Черетсене пĕтерес ыйтупа пирĕн республикăра чылай ĕç туса ирттереççĕ. Акă кăçал 14 ача сачĕ хута каймалла. Унта 2616 ача вырнаçтарма палăртаççĕ. Çитес çул тата 12 çĕклеме палăртнă. Пуррисене юсаса 1060 вырăн хатĕрлесшĕн. Шкул çулне çитменнисен 75,2 проценчĕ ача садне çÿренине палăртать вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов. Анчах çак ĕç чăннипех пурнăçланнине тĕпренчĕкне шкул çитменнисен учрежденине ирсерен леçме тытăнсан çеç туять-тĕр ашшĕ-амăшĕ. Хальлĕхе вырăн çуккипе асапланакансемшĕн çÿлте асăнакан цифрăсем ниме те пĕлтермеççĕ ахăртнех.

Черет çулсерен чакнине те пĕлтереççĕ. Хальлĕхе вара вăл çынсен кăмăлне каймалла хăвăртлăхпа пĕчĕкленет теме те çук. Кăçалхи авăнăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 34 пин ачана шута илнĕ. Вăл шутра 15,4 пинĕшĕ çулталăк çурăран, 1,1 пинĕшĕ виçĕ çулран аслăрах.

Ача сачĕсенче вырăн çителĕксĕррине пулах чылайăшĕн ывăлĕ-хĕрĕ аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патĕнче хÿтлĕх тупнă. Тĕрĕс-и çакă, тĕрĕс мар-и - урăх калаçу. Паллах, кĕçĕннисем шанчăклă алăра. Анчах вĕсене тăван ашшĕ-амăшĕнчен уйăрма тивни - канăçсăрлантаракан пулăм. Тĕпренчĕкĕ виççĕ тултариччен канма ирĕк пур хĕрарăмăн. Анчах ача пăхнăшăн паракан пособие çулталăк çурăччен çеç тÿлеççĕ. Кун пек лару-тăру теприсене тивĕçтермест. Ĕçе тухмасан та май çук хушăран - çăкăр çитермеллех. Хваттер туянма патшалăхран кивçен илнĕ пулсан тата? Çурăлсах каймалла. Çапла, амăшĕсĕр пуçне ачан ашшĕ те пур.. Анчах шалу шайĕ пирĕн регионта пысăк теме çук-çке. Пурăнма вара сахал мар кирлĕ...

Тепĕр тесен, чуна хытарса та пулин яла хăварма май пур пулсан - юрĕ-ха. Никампа хăварма çуккипе асапланакансен мĕн тумалла?

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.