- Чăвашла верси
- Русская версия
Пĕлÿ килĕ
Муркаш районĕнчи Ярапайкасси вăтам шкулĕ уяв кăмăлĕпе кĕтсе илчĕ мана. Унта нумаях пулмасть çĕнĕ спортзал уçăлнă. Ăна хута ямашкăн 800 ытла пин тенкĕ тăкакланă. Пуçлăх улшăннăранпа çулталăк çитни те - курăмлă пулăм. Ял-йыш Александра Скворцовăн ĕçĕпе çав тери кăмăллă. Ертÿçĕ тилхепине хĕрарăма шанса пани, паллах, ырă витĕм кÿнĕ.
Паянхи ĕçе ырана хăвармасан
Çулталăкри улшăнусене асăнса та çитереймĕн. Чи малтанах шкул тăррине юсанă. Электричество пралукĕсене, пăрăхсене, ăшă батарейисене улăштарнă. Тимĕр алăксем туяннă. Санузелти юсав ĕçĕсем те вăраха тăсăлман, унта та йăлт çĕнетнĕ.
Çапах укçасăр пĕр ыйтăва та татса парайманни кирек камшăн та паллă. Чăнах, макăрман ачана кăкăр çитермеççĕ. Куç умĕнчи улшăну - шăпах республика, район шайĕнчи пуçлăхсемпе çыхăнса ĕçленине тата пурнăç уттипе тан пынине кăтартакан пулăм. Кун каçипе тимĕр урхамахĕпе ăçта кăна çитмест-ши çĕнĕ пуçлăх? Паянхи ĕçе ырана хăварма хăнăхман вăл.
"Ачасене юрататăп. Вĕсем хăтлă çуртра тарăн пĕлÿ илччĕр тесе кунне-çĕрне пăхмасăр ĕçлеме хатĕр", - чунне уçать Александра Александровна. Вăл хăй те ачаранпах çак шкул сукмакне такăрлатнă. Çавăнпах пĕлÿ килĕ уйрăмах хаклă уншăн.
Пĕр çемьери пек
"Александра Александровна сасă хăпартса калаçнине илтмен. Хăйне мăнна хумасть. Психолога вĕренни кашнинпе пĕр чĕлхе тупма пулăшать-ши ăна? Унăн лайăх енĕсем уçăлсах пыраççĕ", - калаçăва хутшăнать вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Маргарита Антонова. Светлана Романова та, Галина Жирнова та ĕçе уяв кăмăлĕпе килни тавра сăмах пуçарчĕç. "Çирĕп ыйтать, тĕрĕслĕхшĕн çунать, ыттисене тĕслĕх кăтартать", - педагогсем çакнашкал пĕтĕмлетÿ турĕç.
Учительсем отпуск вăхăтĕнче ертÿçĕпе пĕрле çÿп-çап пуçтарнă, урай çунă, сăрланă. Çук, вĕсене никам та ирĕксĕрлесе ĕçлеттермен. "Александра Александровна ытти рабочипе танах тăрăшнине пĕлсех килте ларса чăтăн-и?" - пытармаççĕ вĕрентекенсем. Пĕр çемьери пек пурăнни ĕçре те хавхалантарса пырать вĕсене. Вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ те айккинче юлман, шкула юсаса çĕнетме пулăшнă. Хăйсен тÿпине хывнă вун тăваттăран иртнĕ çамрăксене ĕçпе тивĕçтерекен центр укçа тÿленĕ. "Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен ĕç пĕтессĕн те туйăнмастчĕ", - аса илеççĕ педагогсем. Анчах куç хăрать те алă тăвать.
Çывăх çынсен пулăшăвĕ
Тăванлăх туйăмĕ хуçаланать çакăнта. Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнисемшĕн те шкул - иккĕмĕш кил вырăнĕнче. Вĕсем, ĕç-пуç йĕркеленсе пынипе хавхаланнăскерсем, паянхи вĕренекенсене спорт çи-пуçĕпе мечĕксем парнеленĕ.
"Мана мăшăр та, ачасем те пулăшса пыраççĕ", - тет Александра Александровна. Скворцовсем ĕне, пăру, кролик тытаççĕ. Унсăр пуçне çĕр ĕçне килĕштереççĕ. Пахчара çырла пысăк лаптăк йышăнать.
Чăнах, илем тĕнчинче пурăнать Александра Скворцова. Пушă вăхăт тупăнсанах картина касса кăларать е ал айĕнчи япаласенчен композици ăсталать. Ку ĕçе те ыттисене явăçтарать, вĕрентет.
Ярапайкасси шкулĕ районта кăна мар, республикăра та ырă ятлă. Патшалăхăн пĕрлехи экзамен кăтартăвĕсем лайăх. Вĕренекенсем тĕрлĕ шайри конкурсра, олимпиадăра мала тухаççĕ. 2013 çулта Александра Скворцовăна Ральф Хюбнерăн "Кто есть кто" энциклопедине кĕртнĕ.
Марина ТУМАЛАНОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас