Комментари хушас

1 Чÿк, 2014

Гений ÿстерес килет-и?

Нумаях пулмасть Республикăри Хĕрарăмсен канашĕпе Ашшĕсен канашĕ Ашшĕ-амăшĕн пысăк пухăвне йĕркелерĕç. «Çемье - кашни çын пурнăçĕнче чи кирли» ятпа иртрĕ вăл.

Паллах, темăна кура тĕп ыйтусем çемье таврашĕнче çаврăнчĕç. Çамрăксене пĕр-пĕринпе тĕрĕс хутшăнма хăнăхтарасси, ачасене тĕрĕс воспитани парас тесен чи малтан ашшĕ-амăшĕн тĕслĕх кăтартмалли çинче чарăнчĕç. «Пирĕн ачасене ашшĕ-амăшĕ пулма вĕрентмелле. Вĕсем тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс çитĕнтерме пултарччăр. Çамрăксем çирĕп çемье чăмăртаса телейлĕ ачасем çуратса ÿстерччĕр тесе хамăртан мĕн килнине пурнăçлар», - терĕ Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ольга Зайцева. Унпа, паллах, ыттисем те килĕшрĕç.

Хĕрарăмсен канашĕн ырă кăмăллăх фончĕн попечительство канашĕн ертÿçи Лариса Игнатьева чи малтан ачасем аслисемпе хăйсене питех телейлĕ туйман çемьесемпе ĕçлемеллине каларĕ. «Ача куçĕпе пăхсан çемье вăл çын çеç мар, кушакĕ-йытти те. Çавăнпах пирĕн пĕр-пĕрне ăнланмалла. Килĕштерсе пурăнсан çеç ачасем чăннипех телейлĕ пулĕç», - терĕ вăл.

Ашшĕсен канашĕн ертÿçи Владимир Викторов та чи малтан çемье йĕркеллĕ пулмаллипе килĕшрĕ. Вăл çамрăксен умне тухса тăракан чăрмавсем пирки каласа кăтартрĕ. Уйрăлакансен шучĕ нумаййи пăшăрхантарнине систерчĕ. Акă 2011-2012 çулсенче кашни иккĕмĕш çемье арканнă. Сăлтавсенчен чи анлă сарăлни - эрех-сăрапа ытлашшипех туслашни /41 процент/. Çакна тĕпе хурсах «Эпир - çемье урă йăла-йĕркишĕн» проект хута кайнă. Иккĕмĕш вырăнта /26 процент/ - харпăр хăйĕн пурăнмалли кĕтесĕ çукки. Аслисем çамрăксен пурнăçне ытлашшипех хутшăнни те уйрăлмалли сăлтав иккен /14 процент/. Çемьесен 8 проценчĕ ача çуратайманнипе хут уйăрттарать. Çавăнпах канаш Президент перинаталь центрĕпе тата хĕрарăмсен кризис центрĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Мăшăрĕсем мул шырама аякка çÿрени те, тĕрмерен тухнă арçынпа пурăнма хирĕçлени те - çемье арканмалли сăлтавсем. Çав вăхăтрах ирĕке тухакан хĕрарăмсем валли «Эсĕ кирлĕ пире, тусăм!» проект ĕçлет. Владимир Николаевич статистика кăтартăвĕсемпе те паллаштарчĕ: уйрăлас ыйтăва ытларах хĕрарăмсем хускатаççĕ иккен. Çемье аркатакансем ытларах 25-39 çулсенче. Шăпах - ачасене ÿстермелли тапхăр. Пĕчĕккисем мĕнле лару-тăрура çитĕнни пĕлтерĕшлине шута илсен çакă пурне те канăçсăрлантарать. Мĕнле çын пулса ÿсĕ çемьере ача? Акă Шупашкарти пĕр шкулăн социаллă паспортне тишкернĕ. Çакă паллă. Ачасен 62 проценчĕ тулли мар çемьере пурăнать. 21 проценчĕн кăна ашшĕ те, амăшĕ те пур. Вĕренекенсен 17 проценчĕ - ĕçкĕçсен çемйинчен. Хăйĕн докладне вĕçленĕ май Владимир Викторов йĕркеллĕ ашшĕсен ырă тĕслĕх ытларах сарма тăрăшмаллине палăртрĕ.

Шупашкарти политехника институчĕн ректорĕн çумĕ Олег Волков профессор «Телейлĕ çемье менеджменчĕ» проектпа паллаштарчĕ. Унăн шухăшĕпе, ашшĕ-амăшĕ ача сывă та талантлă пулсан телейлĕ. Çавăнпах вăл пĕчĕкскерсене ачаранх вĕрентме тытăнмаллине каларĕ. Çулталăкчен ача ыттисене шанма хăнăхать. 2-3 çулта хăй тĕллĕн шухăшлама, хăйне кирлĕ пĕтĕмлетÿсем тума вĕренет. 5 çулччен пĕчĕк ыйтусене татса пама хăнăхать. Шăпах 3-4 çулччен ача пуç мимийĕ 70 процент таран аталанать. Çакна Масару Ибука «После трех уже поздно» кĕнекинче 40 çул каяллах çырса кăтартнă. Раççее вара вăл темиçе çул каялла çеç çитнĕ. Профессор çавăн пекех ача 7 çула çитиччен пурнăçри информацин 80 процентне илнине каларĕ. Шкул ачана пĕлĕвĕн 10 процентне çеç парать иккен. Тата вунă проценчĕ институтпа ытти пурнăçра çурмалла пайланать.

Эппин, ачана май пур таран тарăнрах та анлăрах пĕлÿ парас тесен унпа мĕн пĕчĕкренех ĕçлемелле пулса тухать. Авалхилле: «Шкула кайсан вĕренет», - тени тĕрĕс мар идеологие çаврăнать. Авторсене ĕненсен мĕн пĕчĕкрен вĕрентме, пултарулăхне аталантарма тăрăшманранах генисемпе талантсен йышĕ пĕчĕк. Ара, гени вăрлăхĕ ачасен 2-3 процентĕнче мар, 80 процентĕнче пур тесе çирĕплетеççĕ практиксем. Эппин, ашшĕ-амăшĕпе педагогсен тăрăшса ĕçлемелли нумай-ха.

Пуху пĕтĕмлетĕвĕпе Вĕренÿ министерствине вĕренÿ учрежденийĕсенче çемье хаклăхне ÿстерме программăсем хатĕрлеме, вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче «Телейлĕ çемье» предмет кĕртмешкĕн сĕнме йышăнчĕç. Çакна пухăва пухăннисем «Ĕлĕкхи патне каялла çаврăнса çитрĕмĕр» тесе хакларĕç. Унсăр пуçне вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене хĕрарăмсен канашĕсемпе пĕрле çемьери йăла-йĕркене упрас, вĕсене хаклас тĕлĕшпе тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме сĕнчĕç.

Татьяна НАУМОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.