Çамрăксем

10 Утă, 2014

Хăйне евĕр илемлĕх пур

Урикасси ялĕ Шупашкартан 121 çухрăмра, Хĕрлĕ Чутайран 29, чукун çул станцийĕнчен 64 çухрăмра Элĕк районĕпе юнашар вырнаçнă. Юнашарах Выла юхан шыв юхса выртать. Тăван ял пирки мана аттепе Роза аппа çак халапсене каласа пачĕç.

Атте халапĕ:

4 Утă, 2014

Волонтер футболкăшăн тар тăкать

Иртнĕ эрнере ЧР Çамрăксен патшалăх премийĕн кăçалхи лауреачĕсене палăртрĕç. 1996 çултанпа ăна 108-ăн тивĕçнĕ. Тĕрлĕ тытăмра çитĕнÿ тунă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм хушшинче хальхинче студентсем те пур. Ырă кăмăллăх ĕçне хастар хутшăннăшăн 50 пин тенкĕлĕх хавхалантарăва тăватă çамрăк пайлĕ.

28 Çĕртме, 2014

Кунта чăн хÿтĕлевçĕ пахалăхĕсем туптанаççĕ

Çитĕнекен ăрăва çарпа патриотлăх воспитанийĕ парас тĕллевпе пуçарнă «Зарница» тата «Орленок» вăйăсен историйĕ социализм йăл илнĕ тапхăртанах тытăнать.

28 Çĕртме, 2014

Ăçта хĕвел?

Çуркуннене Марина кашни çулах йăваш кулăпа кĕтсе илет. Çут çанталăк чĕрĕлнĕ вăхăт чун-чĕрине темле асамлăх кÿрет тейĕн.

Анчах кăçал кайăксен чĕвĕл-чĕвĕл юрри те çамрăк хĕрарăм чĕрине витереймерĕ. Çуркунне çитнине туймасть те тейĕн. Хĕвел пайăркисем çан-çурăма ăшăтсан та чун-чĕри патне çитеймеççĕ-ши?

Pages