Çамрăксем

24 Утă, 2014

Крымран – тулли кăмăлпа

Хаваслă çу кунĕсене кашни ача асра тытĕ, вĕсене вăл часах манаймĕ. Канма, сывлăха çирĕплетме, çĕнĕ туссем тупма пулать-çке çак тапхăрта. Хăшĕсем шкулти лагерьсенче канчĕç, теприсем ашшĕ-амăшĕпе е тăванĕсемпе аякри вырăнсене çитсе унти илеме курса савăнчĕç.

24 Утă, 2014

Нимрен те хăраман Борька Цариков

Борис Андреевич Цариков 1926 çулхи юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Гомель хулинче çуралнă. Вăрçă пуçлансан нимĕçсем арçын ача умĕнчех унăн аслашшĕне вĕлернĕ. Боря партизан отрядне кĕнĕ, ирсĕр фашиста тавăрма шухăш тытнă. Пирĕннисем нумай нимĕçе, çитмĕл танка, нефть турттаракан пĕр состава тĕп тунă. Чи çаврăнăçулли пулнă май Борька партизансене пысăк усă кÿнĕ.

18 Утă, 2014

Чăннипех авланать-и/

Иртнĕ эрнере чăваш эстрада концертне кайсан пĕр хыпар илтрĕм: эпĕ питĕ-питĕ килĕштерекен Андрей Шадриков юрăç авланать иккен. Пĕтрĕ пуç! Ку сăмах тĕрĕсех-ши? Суя мар тăк çырса пĕлтерĕр: унăн арăмĕ пулма шăпа кама пÿрнĕ?

Ирина КРОТОВА.

18 Утă, 2014

Францирен те килнĕ... чăвашла вĕренме

Утă уйăхĕн 6-13-мĕшĕсенче Етĕрне районĕнчи «Сурские зори» кану базинче «Хавал» общество пĕрлешĕвĕн хастарĕсем çуллахи уйлăх йĕркелерĕç. Килĕштерÿ канашĕн пайташĕ Александр Блинов каласа кăтартнă тăрăх - кунашкал мероприятие вĕсем 2009 çултанпа ирттереççĕ. Унта хутшăнакансен йышĕ çулран-çул ÿсет, нумайăшĕ кунта çемйипех килет.

Pages