Уйлăх

18 Утă, 2014

Францирен те килнĕ... чăвашла вĕренме

Утă уйăхĕн 6-13-мĕшĕсенче Етĕрне районĕнчи «Сурские зори» кану базинче «Хавал» общество пĕрлешĕвĕн хастарĕсем çуллахи уйлăх йĕркелерĕç. Килĕштерÿ канашĕн пайташĕ Александр Блинов каласа кăтартнă тăрăх - кунашкал мероприятие вĕсем 2009 çултанпа ирттереççĕ. Унта хутшăнакансен йышĕ çулран-çул ÿсет, нумайăшĕ кунта çемйипех килет.