Хула

14 Нарăс, 2019

Шупашкарта автономлă мелпе çÿрекен троллейбуссем çула тухнă

Шупашкарта автономлă мелпе çÿрекен çĕнĕ троллейбуссем çула тухнă. Хальлĕхе вĕсем пассажирсемсĕр-ха. Çывăх вăхăтра вĕсем 10-мĕш маршрутпа çула тухĕç. Ун йышши транспорт «мăйракисене» антарса 30 километра яхăн парăнтараять.

18 Кăрлач, 2019

Аэропорт режимĕ пăсăлман

Çак кунсенче Чăваш Республикинче нумай юр çурĕ. Синоптиксем çакнашкал çанталăк таврăнма пултарассине пĕлтереççĕ.

Транспорт тата çул-йĕр хуçалăх службисене япăх çанталăк пирки маларах пĕлтернĕ. Шупашкарти аэропротра юр тасатмалли техника кăлтăксăр ĕçленĕ, вĕçсе анмалли çулпа перрона вăхăтра тасатнă. Аэропорт штат режимне пăхăнса ĕçленĕ, самолетсем палăртнă вăхăтра вĕçсе хăпарнă, анса ларнă.

Pages