Комментари хушас

27 Нарăс, 2019

Лакрей вăрманĕ Çăварни уявлама чĕнет

Çăварни çитессе кĕтмелли нумай та юлмарĕ — пĕр эрне. Лакрей вăрманĕ ăна уявлама хатĕр ĕнтĕ. Шупашкарта пурăнакансемпе тĕп хула хăнисене çуллă икерчĕ çиме кăна мар, уяв программине хутшăнса савăнма чĕнет парк.

Пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче 12 сехетрен пуласа 15 сехетчен кĕçĕннисем валли уяв хатĕрлеме палăртаççĕ. «Ача-пăча Çăварнийĕ» ятлă пулĕ вăл. Программăра — хулари ача-пăча коллективĕсен юрри-ташши, театрализациленĕ курăмсем, конкурссем. Хулари тĕрлĕ вĕренÿ учрежденийĕ хатĕрленĕ Катемписен куравĕ те ĕçлĕ.

Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче те уяв иртĕ кунта. Лакрей вăрманне 12 сехетрен пуçласа 16.30 сехетчен пыракансен «Хĕвеллă Çăварни» уява хутшăнса савăнма май пулĕ. Тĕрлĕ лапам — юрă-кĕвĕпе çыхăнни те, спорт вăййисемпе илĕртекенни те — кĕтĕ ватти-вĕттине. Хăнасене чей те тÿлевсĕрех ĕçтерĕç.

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ. 

Рубрика: