Комментари хушас

18 Кăрлач, 2019

Аэропорт режимĕ пăсăлман

Çак кунсенче Чăваш Республикинче нумай юр çурĕ. Синоптиксем çакнашкал çанталăк таврăнма пултарассине пĕлтереççĕ.

Транспорт тата çул-йĕр хуçалăх службисене япăх çанталăк пирки маларах пĕлтернĕ. Шупашкарти аэропротра юр тасатмалли техника кăлтăксăр ĕçленĕ, вĕçсе анмалли çулпа перрона вăхăтра тасатнă. Аэропорт штат режимне пăхăнса ĕçленĕ, самолетсем палăртнă вăхăтра вĕçсе хăпарнă, анса ларнă.

Аэродром лаптăкĕн тăршшĕ — 2512 метр, сарлакăшĕ — 49 метр. Вĕçсе анмалли çула пăхса тăмашкăн темиçе тĕрлĕ реагентпа усă кураççĕ.

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА.

Рубрика: