Кун хыççăн кун

24 Пуш, 2022

Производство валли çĕр çитмест

Фермерсем усă куракан ял хуçалăх çĕрĕсем çинче пурăнмалли çурт-йĕр тума юраман муниципалитетсене палăртасси çинчен калакан саккун проекчĕ те самай калаçтарчĕ ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ çиччĕмĕш сессийĕнче.

ПКн Аграри комитечĕн председателĕ Алексей Шурчанов паллаштарнă проект вырăнлăхĕ пирки иккĕленекенсем те пулчĕç: ăна йышăнсан Чăваш Енри фермерсем федераци саккунĕ панă ирĕкпе усă кураймĕç — хăйсен çĕрĕсем çинче çуртсем тăваймĕç.

24 Пуш, 2022

Патшалăх Канашĕ ятарлă çар операцине ырларĕ

ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ çиччĕмĕш сессийĕ кĕçнерникун пурте ура çине тăрса пĕр минут шăп тăнинчен пуçланчĕ. Пухăннисем Раççейĕн Украинăри ятарлă операцийĕнче вилнĕ салтакĕсемпе офицерĕсене асăнчĕç.

23 Пуш, 2022

Инвалидсене ĕçпе тивĕçтерессине пăхса тухнă

Юнкунхи ларура Министрсен Кабинечĕ куçми пурлăха регистрацилесси çинчен калакан саккуна пурнăçламалли уйрăмлăхсене тишкерчĕ. Малашне нумай функциллĕ центрсем пурлăха кадастр енĕпе шута илессипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсемпе вырăна тухса та тивĕçтерĕç. Паллах, ку пулăшу тӳлевлĕ пулĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, инвалидсене çак тӳлеврен хăтарнă.

Pages