Кун хыççăн кун

29 Пуш, 2022

Цифра трансформацийĕ: меллĕрех, хăвăртрах

Патшалăхăн социаллă пĕлтерĕшлĕ массăллă пулăшу ĕçĕсен пысăк пайĕ электрон мелĕ çине куçмалла. Çакăн пирки экономика отраслĕсен, социаллă сферăн тата патшалăх управленийĕн цифра трансформацийĕ енĕпе ĕçлекен йĕркелӳ канашĕн ытларикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче тĕплĕ калаçу пулчĕ.

29 Пуш, 2022

Шкул ачисене професси суйлама пулăшаççĕ

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн ларăвĕ иртрĕ.

29 Пуш, 2022

Мобиллĕ интернет хăватне чакарасшăн

Ҫынсем усӑ куракан мобиллӗ интернет хӑватне чакарма сӗнет Цифра министерстви.  Ку шухăша мобиллӗ операторсем те ырланӑ. "МТС", "Мегафон", "Теле2" операторсем чикӗсӗр интернет мобиллӗ ҫыхӑнӑва пысӑк йывӑрлӑх кӳнине палӑртнӑ. Тата, ҫитменнине, вӑл кашни ҫыннах кирлӗ мар. Чикӗсӗр интернетпа усӑ куракансем сахал тесе шутлаҫҫӗ операторсем.

29 Пуш, 2022

IT-специальноҫсенче тăрăшакан каччăсене хĕсметрен хăтараççĕ

Каччӑсем ҫара каймасӑр лӑпкӑн ӗҫлеме пултарӗҫ. Енчен те вӗсем хамӑр ҫӗршыври компанисенче IT-специальноҫсенче тӑрӑшаҫҫӗ пулсан.
Ку ҫӑмӑллӑха 27 ҫула ҫитмен яшсем тивĕçейӗҫ. Вӗсен хӑйсен шухăшне Цифра министерствине пӗлтермелле. Ведомство ӗҫченӗсем ятарлӑ список хатӗрлесе Хӳтӗлев министерствине ярса параҫҫӗ.

28 Пуш, 2022

Укçа резерв фондне кайĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура наци проекчĕсене, регион проекчĕсене пурнăçламалли контрактсене хатĕрлес, алă пусас ĕçе тишкерчĕç.

Олег Николаев федераци укçипе пурнăçламалли ĕçсен контрактацине ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлеме палăртнине аса илтерчĕ. Ку енĕпе пĕтĕмпех йĕркеллĕ теме пулать. — асăннă кунччен мĕн пур контракт хатĕр пулмалла. Анчах Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăшĕсем çак ĕçе уйăхăн юлашки кунĕсене хăварнипе кăмăлсăрланчĕ. Маларах та пурнăçлама май пулнă.

Pages