Производство валли çĕр çитмест
Фермерсем усă куракан ял хуçалăх çĕрĕсем çинче пурăнмалли çурт-йĕр тума юраман муниципалитетсене палăртасси çинчен калакан саккун проекчĕ те самай калаçтарчĕ ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ çиччĕмĕш сессийĕнче.
ПКн Аграри комитечĕн председателĕ Алексей Шурчанов паллаштарнă проект вырăнлăхĕ пирки иккĕленекенсем те пулчĕç: ăна йышăнсан Чăваш Енри фермерсем федераци саккунĕ панă ирĕкпе усă кураймĕç — хăйсен çĕрĕсем çинче çуртсем тăваймĕç.
Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çак иккĕленĕве сирчĕ. Вăл республикăра хăйсем усă куракан ял хуçалăх çĕрĕсем çинче пурăнмалли çуртсем тăвас кăмăллă пĕр фермера та курманнине палăртрĕ. Регион çĕр енĕпе пуян мар. Чăваш Енре 2,3 пин фермер, пурне те уй-хирте çуртсем тума ирĕк парсан вĕсен тавра инфратытăм йĕркелеме тивĕ — нумай чăрмав тухса тăрать. Çуртсем тумашкăн ялсенче те лаптăк пайтах. Ял хуçалăх çĕрĕсене илес тĕк — çапла, респубикăра паян акман-сухаламан лаптăксем пĕтĕмпе 17 пин гектар. Анчах вĕсем — таткаланчăк анасем, çынсене валеçсе панă лаптăксем, çавна май халь çĕрсем «тельняшка пек», çав вăхăтрах ял хуçалăх предприятийĕсене регионта производство валли 50-60 пин гектар çĕр çитмест. Сăмахĕсем витĕмлĕ пулчĕç ахăр — парламент саккун проектне ырларĕ.
Комментари хушас