Марафон уҫӑлчӗ
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2022/03/img-20220322-wa0052.jpg)
Паян республикӑри "Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячĕпе" ыркӑмӑллӑх марофонĕ уҫӑлчĕ. Ҫак ятпа йĕркеленĕ савӑнӑҫлӑ мероприяти Ҫĕнĕ Шупашкарти Кванториумра иртрĕ.
Мероприятие Чӑваш Республикин Пуҫлӑхĕ Олег Николаев хутшӑнчĕ. Мĕншĕн химиксен хулинче тетĕр-и? Ҫĕнĕ Шупашкарсем асӑннӑ марафона кашни ҫулах хастар хутшӑнаҫҫĕ-мĕн. Сӑмах май, ку марафона 25 ҫул ирттереҫҫĕ. Ҫулсеренех унта предприятисемпе организацисем, уйрӑм ҫынсем хастар хутшӑнаҫҫĕ. 5-8 миллион таран укҫа пуҫтараҫҫĕ. Вĕсене ачасене тĕллевлĕн пулӑшас ҫĕре яраҫҫĕ. Пĕлтĕр, сӑмахран, Ҫĕнĕ Шупашкарти стоматологи поликлиники - 100, Ҫĕнĕ Шупашкарти хула больници - 50 пин тенкĕ уйӑрнӑ. Ҫавӑн пекех пӗлтӗр Красноармейскисем, Тӑвайсем тата Елчĕксем те палӑрнӑ. "Пурте ырӑ тума васкӑр!" - ҫапла чĕнсе каларĕҫ мероприятире.
www.hypar.ru Роза Власова сăн ÿкерчĕкĕсем
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2022/03/img-20220322-wa0053.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2022/03/img-20220322-wa0056.jpg)