Комментари хушас

24 Пуш, 2022

Патшалăх Канашĕ ятарлă çар операцине ырларĕ

ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ çиччĕмĕш сессийĕ кĕçнерникун пурте ура çине тăрса пĕр минут шăп тăнинчен пуçланчĕ. Пухăннисем Раççейĕн Украинăри ятарлă операцийĕнче вилнĕ салтакĕсемпе офицерĕсене асăнчĕç.

Виçĕ теçетке ытла пунктран тăракан кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту та Украинăри лару-тăрупах çыхăннă. Ку ыйтупа парламент спикерĕ Леонид Черкесов сăмах илчĕ, кӳршĕ çĕршывра национализм тарăн тымар янине кура Донбасс халăхĕ тĕлĕшпе сакăр çул геноцид политикине тытса пынине палăртрĕ. Донбаспа Луганск Раççейрен пулăшу ыйтнă, паллах, «пирĕн çĕршыв айккинче тăма пултараймарĕ». «Çĕршывăмăр пуласлăхĕ пирĕн алăра, — терĕ Леонид Ильич, — пирĕн Çĕр çинчи тăнăçлăха хӳтĕлес тĕллевпе пĕрле пулмалла». Вăл Патшалăх Канашĕ РФ Президенчĕн Владимир Путинăн ятарлă çар операцийĕ ирттерессипе çыхăннă йышăнăвне ырлани çинчен пĕлтерме чĕнсе каларĕ — парламент унпа килĕшсе пĕр саслă пулса сасăларĕ.

Сесси кун йĕркинчи тĕп ыйту — республикăн 2022 çулхи, планпа пăхнă 2023 тата 2024 çулсенчи бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккун проекчĕ. Финанс министрĕ Михаил Ноздряков республика 2021 çула япăх мар вĕçленине çирĕплетрĕ. Бюджет тупăшĕ умĕнхи çулталăкрипе танлаштарсан 10% ытла хушăннă, çав шутра хамăрăн тупăш 16% ӳснĕ. Çакă патшалăх тупăшне те чакарма май панă. Анчах паянхи лару-тăру шăпах тупăшсем тĕлĕшпе тимлĕ пулма хистет — çакна бюджет прогнозĕнче те шута илнĕ: асăрхануллă пулмалла, «хăрушсăрлăх минтерĕ» те кирлĕ. Çавнашкал инструмент — Министрсен Кабинечĕн резерв фончĕ. Ăна 1,5 миллиард тенкĕ шайĕнче çирĕплетнĕ, патшалăх контракчĕсенчен пулакан перекет те шăпах унта каять.

Кăçалхи бюджет 6 миллиарда яхăн тенкĕлĕх пысăкланать. Хушма укçапа усă курмалли статьясен шутĕнче Михаил Геннадьевич коронавируспа кĕрешемелли мероприятисене асăнчĕ. 175 миллион тенкĕ хушăнать, пĕтĕмпе вара пандемипе сăлтавланнă тăкаксем 556 миллион тенкĕпе танлашĕç.

Социаллă тăкаксем те, экономика валли уйăракан укçа та хушăнаççĕ. Хамăрăн тупăшсем пысăкланасси çапла тума май парать. Нарăсăн 1-мĕшĕнчен республика паракан социаллă тӳлевсене индексациленĕ май вĕсене тӳлеме кирлĕ укçана та шута илнĕ. Пĕтĕмпе вара бюджетăн социаллă тăкакĕсем 13,7 миллиард тенкĕпе танлашĕç.

www.hypar.ru