Кун хыççăн кун

20 Çĕртме, 2017

Çĕршыв хăватне çĕклекенсем патшалăх премине тивĕçрĕç

«Сирĕн ĕçсем питĕ хăйне евĕрлĕ, вĕсем наци культурин аталанăвне вăйлатакан, çĕршывăн оборона хăватне ÿстерекен никĕс пулса тăраççĕ». Çак сăмахсем республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн кăçалхи лауреачĕсен ĕç-хĕлне хак парса каланăскерсем.

19 Çĕртме, 2017

Тасалăх çул айккинче те хуçалантăр

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлура автомобиль çулĕсен хĕррине тивĕçлипе тытса тăман çул-йĕрçĕсене сăмах лекнĕ.

19 Çĕртме, 2017

Чăваш Енре çул-йĕр ĕçĕсене юпа уйăхĕнче вĕçлемелле

Чăваш Республикин Çул-йĕр фончĕн укçи-тенкипе мĕнле усă курни, Шупашкар хулинче Индустри паркĕ тăвассипе çыхăннă инноваци проекчĕ еплерех пурнăçланни, Республика кунне халалланă уяв мероприятийĕсем — шăпах çак ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен паянхи черетлĕ канашлура.

Pages