Комментари хушас

20 Çĕртме, 2017

Чунпа пуян çын çука юлмасть

Çĕмĕрлери Чумеринсем çакна 11 ачине ăса хывтараççĕ

Çуллахи хĕвел шевлисене шелсĕр сапалать. Ешĕл вăрман çумĕнчи «Палана» Çĕмĕрле хулин пĕр пайне халăхра çапла ят панăº хÿхĕм сăн ирех çапнă. Икĕ хутлă çуртăн чÿречисем хĕвел питтинче юмахри асамлă йăлтăрккасене аса илтереççĕ. Тен, шалта тĕлĕнтермĕш тĕнче хуçаланнине систереççĕ? Чăн та, ку çуртра пурăнакан Чумеринсен çемйинчен тĕлĕнмелли пурах: Алексей Николаевичпа Наталья Владимировна вун пĕр ачана çутă кун парнеленĕ, ырă-сывă çитĕнтерессишĕн чунтан тăрăшаççĕ. Кăçал, Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ, вĕсемшĕн ырă пулăмпа асра юлĕ: Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чумеринсен çемйине «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орденпа чыслама йышăннă. Сумлă наградăна мăшăр çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чулхулара РФ Президенчĕн федераци Атăлçи округĕнчи представителĕн Михаил Бабичăн аллинчен илчĕ.

Пысăк йыш

Алексей Николаевич — протоиерей, Çĕмĕрле районĕнчи Хутарти Пукрав Чăн çветтуй Турă амăшĕн чиркĕвĕн пачăшки. Унăн мăшăрĕ Наталья та чиркÿри кĕлĕсене çÿрет, хорта юрлать. Чумеринсен ачисем те кашни вырсарникун чиркÿре пулаççĕ. Кĕлĕ тăваççĕ, ашшĕне тĕрлĕ ĕç пурнăçлама пулăшаççĕ.

Паллах, ача — ачах. Тĕн йĕркисене çирĕп пăхăнса пурăнакан кил- йышра та тĕрлĕрен пулать — итлеменни те, чăрсăрланни те. Çавăнпа Чумеринсем нумай ачаллă çемьен яваплăхĕ те темиçе хут пысăк пулнине кашни самантра туйса пурăнаççĕ. Воспитани ыйтăвĕсем — яланах кун йĕркинче. Паллах, йывăр çак тиев ытларах кил хуçин арăмĕн хулпуççи çине тиенет.

— Эпĕ йышлă çемьере çитĕнмен — аттепе аннен шăллăмпа иксĕмĕр кăна. Çавăнпа малтанах нумай ачаллă пулма ĕмĕтленнĕ теейместĕп. Вăхăт иртнĕ май Турă парать тĕк çав пепкен çут тĕнчене килмеллех, хăйĕн тивлетлĕ çулĕпе утмаллах тесе шухăшлама пуçларăм. Пĕчĕккисем çуралса пынăçемĕн аслăраххисем, уйрăмах хĕрсем, вĕсене пăхма пулăшатчĕç. Апла пулин те нумай ачапа йăлтах ĕлкĕрме çăмăл мар. Пепкене тумлантарни, çитерни кăна çителĕксĕр. Вĕсемпе уйрăммăн чуна уçса калаçни, мĕнпе те пулин аппаланни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кил ăшши управçин çемьене тăрантарма кунне виçĕ хутчен апат пĕçермеллине кăна шухăшласа илер — тĕпренчĕкĕмĕрсенчен кашнине вăхăт уйăрма май пур-и? Пĕрне кăкăр ĕмĕртмелле /халĕ кун пек пĕчĕккисем çук-ха ĕнтĕ/, теприн кружока каймалла, виççĕмĕшĕн урокĕсене пăхмалла… Сăмах май, шкул ÿсĕмĕнче ачасенчен кашнине хушма пĕлÿ занятийĕсене çÿретессине йăлана кĕртнĕ эпир: хăшĕ – музыка, хăшĕ — ÿнер шкулне çÿрет, театр студине кăмăллакан та пур. Манас марччĕ тесе вĕсен занятийĕсен графикне холодильник алăкĕ çинех çыпăçтарнă эпĕ. Тавах турра — йăлтах майлаштарса пыма вăл вăй парса пырать. Тата аннене Надежда Владимировнăна. Вăл пирĕнпе пĕрле пурăнать, кирек мĕнле йывăр лару-тăруран тухма пулăшать, — Наталья Владимировна çапла каланинчен пуçланчĕ пирĕн калаçу.

Ашшĕ-амăшĕ пĕрмай ĕçре пулнăран вăл хăй те асламăшĕн хÿттинче çитĕннĕ. Ватă çын чиркĕве тăтăш çÿренĕ, мăнукĕсене те кĕлĕ тума вĕрентнĕ. Çапла чиркÿ культури Натальăшăн ача чухнех ют пулман. Хĕр ача ÿкерме юратнă — ку пултарулăх ăна ашшĕнчен куçнă. Шкул сакки хыççăн художника вĕренме ĕмĕчĕ те пулнă… Шăп çак вăхăтра Çĕмĕрлене салтак аттине тин хывнă Патăрьел тăрăхĕн каччи Алексей Чумерин пынă. Малалла вулас...