Комментари хушас

19 Çĕртме, 2017

Тасалăх çул айккинче те хуçалантăр

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлура автомобиль çулĕсен хĕррине тивĕçлипе тытса тăман çул-йĕрçĕсене сăмах лекнĕ.

Канашлура Çул-йĕр фончĕн укçи-тенкипе епле усă курнине тишкернĕ май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çулсен çывăхĕнчи курăка çулманшăн кăмăлсăррине пĕлтернĕ. Пĕр енчен, паллă ĕнтĕ, Республика кунĕ çывхарать. Тепĕр тесен, тасалăхпа тирпейлĕх ялан хуçаланмалла. Михаил Игнатьев чарăну павильонĕсене, указательсене йĕркене кĕртме, сăрласа илемлетме хушнă. «Çул-йĕр ĕçĕсене пурнăçланă чухне пахалăха, çавăн пекех вĕсем проектпа килĕшсе тăнине çирĕп тĕрĕслĕр. Йĕркене пăсакансене явап тыттарăр», — ыйтса каланă республика ертÿçи.

www.hypar.ru