Комментари хушас

19 Çĕртме, 2017

Чăваш Енре çул-йĕр ĕçĕсене юпа уйăхĕнче вĕçлемелле

Чăваш Республикин Çул-йĕр фончĕн укçи-тенкипе мĕнле усă курни, Шупашкар хулинче Индустри паркĕ тăвассипе çыхăннă инноваци проекчĕ еплерех пурнăçланни, Республика кунне халалланă уяв мероприятийĕсем — шăпах çак ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен паянхи черетлĕ канашлура.

ЧР Çул-йĕр фончĕн укçи-тенкипе кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче мĕнле усă курни пирки транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Павлов доклад турĕ. Вăл каланă тăрăх, ку фонд валли кăçал пĕтĕмпе 5 миллиард та 103 миллион тенкĕ уйăрнă. Евгений Павлов патшалăх тата муниципалитет контракчĕсен графикĕпе килĕшÿллĕн çул-йĕр ĕçĕсене вĕçлемелли юлашки уйăх юпа уйăхĕ пулнине палăртрĕ.

«Шупашкар хулинче Индустри паркĕ туса хурасси» проект мĕнле пурнăçланнипе вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин паллаштарчĕ. Михаил Игнатьев çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пирки кăсăкланчĕ те — вице-премьер иккĕмĕш черетри индустри паркĕн резиденчĕсен инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕ май çĕнĕ 550 ĕç вырăнĕ йĕркелеме, 1,5 миллиард тенкĕлĕх инвестици хывма планланине пĕлтерчĕ. Унта вăй хуракансен шалăвĕ те пысăк пулĕ.

Канашлура Республика кунне халалланă уяв мероприятийĕсем пирки те калаçрĕç.