Кун хыççăн кун

17 Утă, 2017

Пĕчĕк йыш йывăрлăхсене парăнмасть

«Вăййăн, вăййăн, вăй яшки — Питрав кунтан юлашки», — шăрантарнă кукамайсемпе асаннесем çамрăк чухне. Кукаçисемпе асаттесем те аптăраса тăман: юрра тăснă, ташша çаптарнă. Шел, Питрав уявне еплерех ирттернине халĕ вĕсен аса илĕвĕсенчен çеç ăша хыватпăр. Пин-пин çамрăка пухнă вăйă карти аваллăха çаврăнса пырать.

15 Утă, 2017

Çул-йĕр çинчи инкексен шучĕ Çĕмĕрлепе Канаш хулисенче ÿснĕ

Кăçалхи çур çулта Чăваш Енре çул-йĕр çинчи инкексен шучĕ чакнă. Çав вăхăтрах Çĕмĕрлепе Канаш хулисенче, Элĕк, Куславкка, Вăрмар, Çĕрпÿ, Елчĕк тата Тăвай районĕсенче вĕсен шучĕ ÿснĕ.

14 Утă, 2017

Илĕртет анне укçи

Суд умне тăваттăн тăрĕç. Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн ертÿçин аслă пулăшуçи Олег Дмитриев пĕлтернĕ тăрăх — вĕсенчен пĕри, 41 çултискер, маларах риэлтор пулнăскер, колонире ĕнтĕ — çул çитменнисем тĕлĕшпе секспа çыхăннă преступленисем тунăшăн айăпланнă. Эппин, айăплав вăхăчĕ татах тăсăлĕ.

14 Утă, 2017

"Хыпар" издательство çуртĕнче профсоюз организацийĕн пухăвĕ иртрĕ

Паян "Хыпар" издательство çуртĕнче профсоюз организацийĕ пуху ирттерсе хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки отчет турĕ. Профсоюз организацийĕ хăй вăхăтĕнче сумлă та шăллă организаци пулнă.

Pages