Пĕчĕк йыш йывăрлăхсене парăнмасть
«Вăййăн, вăййăн, вăй яшки — Питрав кунтан юлашки», — шăрантарнă кукамайсемпе асаннесем çамрăк чухне. Кукаçисемпе асаттесем те аптăраса тăман: юрра тăснă, ташша çаптарнă. Шел, Питрав уявне еплерех ирттернине халĕ вĕсен аса илĕвĕсенчен çеç ăша хыватпăр. Пин-пин çамрăка пухнă вăйă карти аваллăха çаврăнса пырать.
Несĕлĕмĕрсен йăли-йĕркине манăçа кăлармасăр ăна упрама тăрăшакансем те çук мар. Куславкка районĕнчи Шăмалăхсем те иртнине сума сăваççĕ. Ахальтен мар кашни уявра пĕрле пухăнаççĕ, юрлаççĕ-ташлаççĕ, кăмăлтан савăнаççĕ. Питрава паллă тума та çула шăпах çак кун тухнăччĕ хăйсен пĕчĕк пысăк йышĕпе пуçтарăннăччĕ вĕсем.
Аталанăва та, аркатăва та курнă
1999 çулта Шăмалăхра 13 кил шутланнă, 18 çын пурăннă. Тавра пĕлÿ словарьне пăхсан 2002 çулта кунта 13 çын шутра тăнă. Халĕ вара Шăмалăхра тăватă çемье хĕл каçать.
Тамара Тимофеевăна ялти шураппа темелле. 1931 çулта çуралнăскер — чи асли. 87 çула çитсе пурнăç аталанăвне те, аркатăвне те самай курнă. Колхоз саланни те, ял пушанни те кунтах çуралнă, мăшăрланса тăван тăрăхĕнчех тĕпленнĕскерĕн чунне ыраттарать пулинех.
Ĕмĕрĕпех «Новая жизнь» колхозра тăрăшнă Тамара аппа. Малтанах тĕрлĕ ĕç пурнăçланă, каярах тивĕçлĕ канăва тухичченех фермăра сысна самăртнă. Мăшăрĕ Петĕр пичче те вырăнти хуçалăхра тăрăшнă. Ултă ачине ура çине тăратнă вĕсем. Шел, иккĕшĕ пурăнмаççĕ ĕнтĕ. Мăшăрĕ те 1986 çултах вилнĕ. Халĕ шăллĕпе Владимирпа пурăнать кинемей. Ăна пурте «кукка» теççĕ. Ялта çеç мар, таврара та çапла чĕнеççĕ ăна. Владимир Андреевич та 80 çула çывхарать ĕнтĕ. Тĕнче касса çÿренĕ хыççăн ултă çул каялла вăл тăван тăрăха çаврăнса çитнĕ.
— Салтакра Кавказра, Турципе Армени чиккинче пултăм. Таврăнсан Карагандари шахтăна лекрĕм. Вунпĕр çул пурăнтăм унта. Липецк облаçĕнчи вырăс хĕрĕпе пĕрлешрĕмĕр. Шахта вăл иккĕмĕш фронт пекех вĕт — тухса тартăмăр. Çемьепе яла куçса килтĕмĕр. Çулталăкран Мускав облаçне тухса кайрăмăр. Унтан мăшăрăн тăван тăрăхне çитрĕмĕр. 2007 çулта арăма пытартăм. Ачасем мăшăрланнă, хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ. Пĕччен мĕн тăвас? Çапла 2011 çулта тăван тăрăха таврăнтăм. Мăнуксем хăнана килсех çÿреççĕ, хам та вĕсене курма вăрăм çула тухатăп, — пурнăçĕпе паллаштарать «кукка».
Паллах, пĕртăвансем — вăрçă ачисем. Тăшман тапăнса килнĕ чухне 51-ри ашшĕне салтака илмен. Апла пулин те вăрçă ахрăмĕ Семеновсене те пырса тивнĕ. Аслă пиччĕшĕ Виктор фронта кайнă та тăван тăрăха çаврăнса çитеймен. Унăн ячĕ ялти ытти паттăрпа асăну хăми çинче упранать.
Сăмах май, Шăмалăхсем вăрçăран таврăнайман салтаксемпе мирлĕ пурнăçра вилнĕ фронтовиксен ячĕпе асăну палăкне хăйсем пухнă укçапа лартнă. Ку ырă ĕçе ялтан тухнă кашни çын хутшăнма кăмăл тунă. Ытти уяври пекех Çĕнтерÿ кунĕнче те ял варринчи лапамра халăх пухăнать.
Ырлăх кĕтесĕ
Питех те туслă пурăнать ял. Тепĕр килте пĕртăвансем те кунашкал килĕштермеççĕ- тĕр. Пурнăçра ыррине шыраса кашни вак- тĕвекпе савăнма пĕлет Шăмалăх. Уçă сывлăшра, илемлĕ тăрăхра пурăнни хăех телей иккенне те туяççĕ çынсем. Тавралăхĕ вара чăннипех те илемлĕ. Энтри-Пасартан Шăмалăха илсе пыракан çул хĕррипе ÿсекен чăрăшсемпе хырсем ешереççĕ. Тÿпене кармашма ĕлкĕрейменскерсем халĕ те куçа илĕртеççĕ. Хĕлле лăсăсем юрпа витĕнсен çул юмах тĕнчине илсе каякан сукмака аса илтерет ахăр. Ялĕ те сип-симĕс, йывăç ăшĕнче. Çакă тавралăха асамлăх сĕмĕ кĕртет. Шутнер шывĕ юхакан тĕрлĕ чечек-курăклă тарăн вар та хăйне евĕр экзотика. Ун урлă каçса тăвайккине хăпарсан вырнаçнă та сăрт çинче ларакан Шăмалăх. Кунашкал ырлăха пур çĕрте те кураймăн. Çавăнпах хулара тĕпленнисем те çуллахи вăхăтра яла килсе пурăнма килĕштереççĕ-тĕр. Ашшĕ-амăшĕн çуртне хупăнма памаççĕ. Ахальтен мар çу кунĕсем çитсен ялта халăх йышланать — алăкне çăра çакман кил-çурт вуннăран та иртет. Ача-пăча сасси те кĕрлесе тăрать. Кашнинех мăнуксем, кĕçĕн мăнуксем пур-çке. Вĕсем те уçă сывлăшра пулма хирĕç мар. Кун пек чухне ял пурăнни сисĕнет паллах.
Геннадипе Людмила Павловсем те çу кунĕсем çитсен ялалла туртăнаççĕ. Хăйсемпе мăнукĕсене те пĕрле илсе килеççĕ. Эпир пынă чухне Лиза тăванĕсенчен уйрăлма пĕлмесĕр çÿретчĕ.
Нинăпа Борис Федоровсем те Шăмалăхра час-часах пулаççĕ. Нина Михайловна çуралнă киле тирпей-илемре тытаççĕ. Вĕсем те туслă йышăн пĕр пысăк пайĕ. Борис Петрович вара кунта хаклă кадр темелле. Ара вăл купăсçă-çке. Пурнăç вара сăвăласа-такмакласа савăнсан тата та илемлĕрех. Çакна шута илсех хут купăсне тăсса халăха савăнтарать те мусăкçă.
Хулара çеç мар, таврара тĕпленнĕ Шăмалăхсем те тăван килĕсене манмаççĕ, килсех çÿреççĕ, пахчи-садне те тирпейлеççĕ, ентешĕсемпе савăнма уява та пухăнаççĕ. Акă Энтри-Пасарта пурăнакан Николай Лаврентьев та ашшĕ-амăшĕн килне час- часах килет. Ял-йышпа йĕркелекен субботниксенчен те юлмасть. Ялти ĕç-пуçпа та вăхăтрах паллашать.
Çамрăк çемье те...
Шăмалăхра ача сасси хĕлле те татăлмасть-ха. Кунта çамрăк çемье те тĕпленнĕ-çке. Егоровсен икĕ хĕрĕ шкула çÿрет. Кĕçĕн ывăлĕ тăваттăра кăна-ха, анчах ăна та çывăх вăхăтра ача садне ярасшăн. Евгений çемйине тăрантарас тесе тĕрлĕ çĕрте тăрăшать, хĕлле аякри хуласене те çÿрет. Олеся вара Энтри-Пасарта поварта тăрăшать. Сысна та самăртаççĕ, чăх-чĕппе кролик та усраççĕ, пыл хурчĕ те тытаççĕ Егоровсем. Малалла вулас...