Кая юлса пулин те – çулла çитрĕ

Çур çăва çитрĕмĕр ĕнтĕ, анчах çанталăк пире ăшă, уяр кунсемпе савăнтармарĕ. Кăçал шыва кĕрсе те кураймăпăр-ши? Пĕреххут çумăр çума чарăнĕ-ши? Чăваш Енри гидрометцентрăн пай пуçлăхне Марина Китарьевăна çак тата ытти ыйтăва хуравлама ыйтрăмăр.

«Ĕнертен, утă уйăхĕн 13-мĕшĕнчен, çанталăк ăшăтма пуçларĕ. Малашне каçсерен — 10-15, кăнтăрла 20-25 градус ăшă пулмалла. Вырăн-вырăнпа температура 28 градуса çитĕ. Паллах, çу чылай кĕттернĕрен çакна ĕненме йывăртарах. Çапла, тинех çулла пулать! Европăран куçакан антициклон ăшă илсе килĕ, çумăр чарăнĕ. Утă уйăхĕнчи 10 кунра икĕ уйăх нормилĕх çумăр çурĕ. Ку енĕпе республикипех рекордсем. Улатăрта çумăр уйрăмах вăйлă çунă. Сăр шывĕ çырантан тухман, анчах 2 метр хăпарнă. Çавалпа Пăла та сарăлнă. Утă уйăхĕн 13-19-мĕшĕсенче ăшă çанталăк тăрĕ. 17-19-мĕшĕсенче вырăн-вырăнпа кăштах çумăр çăвĕ. Вăл кăмăла пăсмĕ, çийĕнчех хĕвел тухĕ. Çурла уйăхĕ вара пире мĕнпе савăнтарĕ? Вулаканăмăрсене кун пирки пĕлтерме тăхтатăп-ха. Çанталăк мĕнле пулассине 5 талăкчен кăна тĕрĕс калама пулать. Интернетра ăна тĕрлĕ «çăл куçра» уйăха, виçĕ уйăхлăха палăртаççĕ. Анчах вăл тĕрĕсех мар. Эпир Мускав гидрометцентрĕ пĕлтернине пăхатпăр. Унти кăтартусем чăнлăхпа ытларах тÿр килеççĕ», — çапла пуçларĕ калаçăва Марина Анатольевна.

Çу сивĕ пулнăран аслăрах ăрурисем 1953 çулти çуллана аса илеççĕ. Сăмах май, «Холодное лето 1953» фильм та пур. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн преподавателĕ Иван Мадебейкин профессор çут çанталăка чылай çул сăнаса, çырса пырать. Иван Николаевич пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи çу 1953 çулхинчен те сивĕрех. Çанталăк ăшă пулманран, чечексенчен сĕткен пухайманран кăçал унăн садĕнчи тĕкĕлтурасем те вилнĕ. Çав вăхăтрах кăçал çу уйăхĕнче тухакан нăрă ытти çулхинчен йышлăрах пулнă.

— 1953 çула паян астăвакан сайра, 1994 çула вара нумайăшĕ манман-ха. Ун чухне те сивĕ тата çумăрлă çанталăк пулнă. Кăçал республикăн тĕп хулинче утă уйăхĕн малтанхи вунă кунĕнче 109 мл çумăр çунă пулсан, 1994 çулта — 89 мл. Çурла уйăхĕнче нÿрĕк кăшт сахалрах ÿкнĕ. 1953 çулта çу уйăхĕ сивĕ килнĕ. Çĕртме уйăхĕнче вăтам температура 18 градуспа танлашнă, утă уйăхĕнче вăтамран 19-21 градус ăшă пулнă /норма — 18,8/. 1994 çулхи утă уйăхĕнче вăтамран 14,8 градус ăшă пулнă. Кăçалхи утă уйăхĕнчен те сивĕрех. 1953 çулта, тен, Мускав тăрăхĕнче сивĕрех пулнă? Ман шухăшпа, çĕртме тата утă уйăхĕсен вунă кунĕпе илес тĕк кăçалхи çу 1994 çултипе пĕрешкел. Çав çул çу каçипех сивĕ тăчĕ. Ун чухне эпĕ Одессăран Чăваш Ене пурăнма куçса килнĕччĕ. 1994 çулхи утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче качча кайрăм. Сивĕччĕ ун чухне… Çавăнпа вăл уйрăмах асра юлнă. Çав çулхине юпа уйăхĕнче уяр çанталăк тăчĕ, 20 градус таран ăшă пулчĕ. Çулла ăшă парнелейменнине кура çанталăк кĕр ăшшипе савăнтарнăччĕ. Кăçал та çапла пуласса питĕ шанас килет. Çурла уйăхĕн юлашки вунă кунĕнче тата авăн уйăхĕнче ăшă тата уяр çанталăк тăни уйрăмах аван. Ун чухне тыр-пула, пахча çимĕçе пухса кĕртмелле. Чылай чухне çав тапхăрта çумăр çуни ял хуçалăх ĕçченĕсене йывăрлăха кĕртсе ÿкерет. Паян вара курăк çав тери лайăх ÿсет, вĕсемшĕн нÿрĕк çителеклĕ. Анчах ÿсен-тăранăн тĕшĕ пиçнĕ вăхăчĕ /фази/ 2-3 эрнене кая юлса пырать, — пĕлтерчĕ Марина Анатольевна.

Выльăх апачĕ хатĕрлесси кăçал уйрăмах чăрмавлă. Пахчаçăсемпе çырла пухма юратакансем те кăмăлсăр. Хурт-хăмăрçăсем вара кăçал пыл пулмасть тесе чан çапаççĕ. Чылайăшĕ вĕсене пĕлтĕрхи пыла ирĕлтерсе парса тăрантарать.

— Пĕтĕмлетÿ тума иртерех-ха. Çăка чечек çурма васкамасть. Илепер курăкĕ тин кăна чечеке ларчĕ. Çанталăк ăшăтсан «ылтăн хуртсем» пыл пухма ĕлкĕрĕç, ÿсен-тăран та йăл илĕ. Хĕвеллĕ, ăшă кунсем сахалрах пулнипе кăçал ачасем витамин çитменнипе аптăраççĕ. Эпир — хĕвел ачисем, пире хĕвел кирлĕ. Пирĕн сывлăх, кăмăл-туйăм епле пуласси çанталăкран мар, хĕвелтен нумай килет. Ăмăр çанталăкра тунсăх пусать, хĕвел тухсан вара ĕçлес килет, — йăл кулчĕ синоптик.

— Шупашкартипе танлаштарсан Патăрьелти çанталăк уйрăлса тăрать тенине илтнĕччĕ. Калăр-ха: чăнах çапла-и?

— Çакă уйрăмах хĕлле палăрать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче, Пăрачкав хутлăхĕнче, Шупашкартипе тан-лаштарсан, 10-12 градус сивĕрех. Çулла вара ытти çĕртинчен ăшăрах унта. Типĕрех те. «Патăрьел Чăваш Ен мар, Чăваш Ен Патăрьел мар», — тесе кулатпăр эпир, синоптиксем. Унта типĕ çанталăк тăрать, нÿрĕк ытти çĕртинчен сахалрах ÿкет.

— Интернетра «çулла пулма пăрахать, çуркуннерен тÿрех кĕркуннене куçать» е тата «çанталăк Çĕпĕрти пек пулать» тесе хăратаççĕ…

— Çĕпĕрте аван-ха: ирхине хĕвел пăхать, ăшă, кăнтăрла çумăр çуса иртет. Унтан каллех хĕвел тухать, уяртать, шăрăхланать. Эпĕ Иркутск облаçĕнче çуралнă, Кемĕр облаçĕнче пурăннă. Малалла вулас...

 

 

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ."Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.