Комментари хушас

Кăçалхи çур çулта Чăваш Енре çул-йĕр çинчи инкексен шучĕ чакнă. Çав вăхăтрах Çĕмĕрлепе Канаш хулисенче, Элĕк, Куславкка, Вăрмар, Çĕрпÿ, Елчĕк тата Тăвай районĕсенче вĕсен шучĕ ÿснĕ.

Çул-йĕр çинчи тăрăма çак эрнере иртнĕ Правительство ларăвĕнче сÿтсе явнă. Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн республикăри управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов кăçалхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче 576 инкеке шута илнине пĕлтернĕ. Вĕсенче 60 çын пурнăçĕ татăлнă, 734-ăн аманнă.

Ачасене шкул автобусĕпе турттарас йĕрке çак уйăхран улшăннă. Ятарлă çак транспортăн 10 çултан кивĕ пулмалла мар. Ăна тахографпа, ГЛОНАСС е ГЛОНАС/GPS тытăмпа çыхăнтармалла. "10 çулчченхи автобуссем "Чăвашавтотрансăн" пур", пĕлтернĕ Ространснадзорăн регионти управленийĕн пуçлăхĕ Юрий Титов.

Вера ТИТОВА.