Перекет пахалăха ан хавшаттăр

12 Утă, 2017

Министрсен Кабинечĕн паянхи, юнкунхи, ларăвĕн, Иван Моторин премьер-министр ертсе пынăскерĕн, кун йĕркине кĕртнĕ 17 ыйтăва пăхса тухма пухăннисене çур сехете яхăн кăна кирлĕ пулчĕ — лару хăвăрт вĕçленчĕ. Анчах ку тишкернĕ темăсем пĕлтерĕшсĕррине çирĕплетмест.

Вĕрентÿ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессинех илер. Вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Кудряшов ку ыйтупа сăмах илнĕ май сăмах сахал тупăшлă çемьесенчи шкул ачисене тÿлевсĕр апатлантарасси пирки пынине палăртрĕ. Улшăну Шупашкарти кадетсен корпусĕн вĕренекенĕсене пырса тивет. Унта паян 225 ача пĕлÿ илет, çав шутра 24-шĕ — сахал тупăшлă çемьесенчен. Кăçалхи авăн-раштав уйăхĕсенче вĕсене тÿлевсĕр апатлантарма 104,6 пин тенкĕ кирлĕ пулĕ. Çак укçана Вĕрентÿ министерствин шучĕпе саплаштарассине ырларĕç.

Владимир Александрович çавăн пекех республикăн экономика аталанăвĕн патшалăх программине кĕртме сĕнекен улшăнусем çинчен те каласа пачĕ. 2020 çулччен палăртнă программа валли уйăракан укçа виçи улшăнать — пĕтĕмпе 119 миллион тенкĕ ытларах. Çав шутра монохуласем валли уйăракан укçа палăрмаллах чакать. Анчах ку унпа çыхăннă çумпрограммăна пурнăçламалли вăхăта кĕскетнипе кăна сăлтавланнă.

Кун йĕркине тепĕр ыйту та укçапах çыхăннă темелле. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов тĕп хулари 1-мĕш тата 7-мĕш больницăсене пĕрлештерни çуллен 5,5 миллион тенкĕ перекетлеме май парассине палăртрĕ. Çапах тĕп вырăнта, ун шучĕпе, укçа мар — халăха кÿрекен медпулăшу пахалăхне лайăхлатасси.

Правительствăн ларăвĕнче ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç.

 

 

Комментари хушас