Кун хыççăн кун

2 Нарăс, 2021

Малашлăх — пултаруллă кадрсенче

Пĕтĕмпех кадрсем татса параççĕ. Шел те, пĕлтĕр, пандеми вăй илнĕ тапхăрта, республикăра ĕçсĕрлĕх тăруках пысăкланнă — 7 хут ӳснĕ. Кăçал ĕçлекесен йышне 2019 çул вĕçĕнчи шая тавăрмалла.

2 Нарăс, 2021

Чăваш Енре Кластер аталанăвĕн центрĕ пулĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарнă май пĕлтĕр социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине, 2035 çулчченхи стратегие хатĕрленине аса илтерсе хамăрăн майсене тĕплĕ тишкерни çинчен каларĕ. Никĕс вырăнĕнче — предпринимательлĕхпе çыхăннă пуçарулăха вăй парасси. Уйрăм условиллĕ зонăсем йĕркеленин усси курăмлă.

2 Нарăс, 2021

Пĕлӳ — вăй

Пысăк пĕлтерĕшлĕ сфера — вĕрентӳ: пĕлӳ яланах ăнăçу тумалли ресурс пулнă, пулĕ те. Кашни ача талантне аталантарсассине тĕпе хумалла. Çак тĕллевпе ялсенче тата пĕчĕк хуласенче «Ӳсĕм вырăнĕ» ятпа ултă теçетке ытла центр уçма палăртнă. Нарăсăн 2-мĕшĕнче Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарчĕ.

2 Нарăс, 2021

Тĕреве кашниех туйтăр

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырури тепĕр тема — пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене пулăшасси. Пандеми условийĕсенче федераци шайĕнче ку енĕпе чылай йышăну тунă. Уйăрнă укçа виçи — 6 миллиард тенке яхăн. Республика шайĕнчи мерăсем те курăмлă: пурăнма кирлĕ виçене пĕчĕклетменни, социаллă тӳлевсене индексацилени, амăшĕн капиталне пысăклатни, 16 пине яхăн ачашăн шкула кайма хатĕрленмешкĕн тӳлев пани.

2 Нарăс, 2021

Пандеми — хаяр тĕрĕслев

Пĕрлĕхе çирĕплетекенни — пуриншĕн те хаяр тĕрĕслев пулса тăнă пандеми. Паллах, унпа кĕрешес ĕçре чи малта — шурă халатлă çынсем. Васкавлă пулăшу чĕнесси кăна пĕлтĕр тăруках пилĕк хут ӳснĕ. «Çухатусем пур. Кашни вилĕм — пирĕншĕн пысăк çухату, — пăшăрханса каларĕ Чăваш Ен ертӳçи Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарнă май. - Пĕлтĕр çын вилесси нумай ӳснĕ — 3484 çын пурнăçран уйрăлнă. Çак вилĕмсен 45% коронавируспа çыхăннă. «Нумай çынна çухатрăмăр, анчах нумайăшне сиплесе сыватма пултартăмăр».

Pages