Пĕлӳ — вăй

2 Нарăс, 2021

Пысăк пĕлтерĕшлĕ сфера — вĕрентӳ: пĕлӳ яланах ăнăçу тумалли ресурс пулнă, пулĕ те. Кашни ача талантне аталантарсассине тĕпе хумалла. Çак тĕллевпе ялсенче тата пĕчĕк хуласенче «Ӳсĕм вырăнĕ» ятпа ултă теçетке ытла центр уçма палăртнă. Нарăсăн 2-мĕшĕнче Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарчĕ.

Пĕлтĕр республикăра 7 садик уçнă, кăçал тата 9 ача сачĕ хута каймалла — 1760 ача йышăнмалăх. Иртнĕ çул Çĕнĕ хулара Атăлçи округĕнчи чи пысăк – 1600 ача вĕренмелĕх — шкул алăкĕсене уçнă. Кăçал Муркаш районĕнчи Кашмашра тата Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра çĕнĕ шкулсем хута каймалла. Çитес çул Шупашкарти Сад микрорайонĕнче 1650 ача йышăнмалăх пысăк шкул уçăлмалла. «Университет», «Лента», «Радужный» микрорайонсенче, Кӳкеçре, Çĕнĕ Шупашкарта çĕнĕ шкулсем тума пуçлас тĕлĕшпе те пысăк ĕç пурнăçланă ĕнтĕ. Строительствăна кăçалах пуçарассине регион ертӳçи тĕллев вырăнĕнче палăртрĕ.

Вĕрентӳ учрежденийĕсен капиталлă юсавĕ — пысăк тепĕр ĕç. Вĕсенчен 252-шĕ 50% ытла юхăнннă ĕнтĕ. Çитес 5 çулта пурне те юсамалла. Вăл çавăн пекех ачасен шкулти тӳлевсĕр апатланăвне, унăн пахалăхне тивĕçтермеллине пайăррăн палăртрĕ. Вĕрентӳ пирки каланă май чăваш чĕлхи çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ: унăн сумне ӳстермелле, унпа усă курассине анлăлатмалла, çакăн валли условисем йĕркелемелле. Вĕрентӳ министерствине чăваш чĕлхипе литературин çĕнĕ учебникне хатĕрлеме хушрĕ, вăл мĕн пур шкула, библиотекăна çитмелле.

Унтан сăмах культура çине куçрĕ. Чăваш автономийĕн юбилейĕ тĕлне культура объекчĕсен строительстви, юсавĕ тĕлĕшпе нумай ĕç тунă. Кăçал Чăваш патшалăх филармонийĕн реконструкцине вĕçлемелле. Тата — Оперăпа балет театрĕн реконструкцине пуçармалла. Олег Алексеевич Культура министерствине Оперăпа балет театрĕн 2025 çулчченхи аталану стратегине хатĕрлеме хушрĕ. Ялсенчи культура учрежденийĕсене пырса тивекен самант çинче чарăнса тăчĕ: клубсене юсатпăр, анчах унта ĕçлеме çын çитмест. Вĕсен ĕçĕн графикĕ те ялсенче пурăнакансене тивĕçтермест. Культура учрежденийĕсен ĕçĕн пĕрлехи стандарчĕсене çирĕплетмелле, çав шутра — вĕсене кадрсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе те.

www.hypar.ru

Комментари хушас