Пандеми — хаяр тĕрĕслев
Пĕрлĕхе çирĕплетекенни — пуриншĕн те хаяр тĕрĕслев пулса тăнă пандеми. Паллах, унпа кĕрешес ĕçре чи малта — шурă халатлă çынсем. Васкавлă пулăшу чĕнесси кăна пĕлтĕр тăруках пилĕк хут ӳснĕ. «Çухатусем пур. Кашни вилĕм — пирĕншĕн пысăк çухату, — пăшăрханса каларĕ Чăваш Ен ертӳçи Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарнă май. - Пĕлтĕр çын вилесси нумай ӳснĕ — 3484 çын пурнăçран уйрăлнă. Çак вилĕмсен 45% коронавируспа çыхăннă. «Нумай çынна çухатрăмăр, анчах нумайăшне сиплесе сыватма пултартăмăр».
Çав вăхăтрах тулашри сăлтавсене пула çын вилесси те нумай хушăннă — 1700 çын пурнăçран уйрăлнă. Çулсем çинчи аварисенче, ӳкнипе… Алкогольпе наркăмăшланнине пула вилекенсен шучĕ 80% хушăннă. Çакна тĕпе хурса тулашри сăлтавсемпе çыхăннă вилĕм тĕслĕхĕсене чакармалли комплекслă план хатĕрленĕ — вăл çивĕчлĕхе сирме пулăшмашкăн тивĕç.
Ковид тенĕрен, инфекци ернĕ 17,7 пин çынна сыватнă. Анчах паян чирлисен йышĕ çав-çавах пысăк-ха — тата 5 пин ытла çын. Вĕсене пулăшса тăвакан пысăк ĕçшĕн республика Пуçлăхĕ медицина ĕçченĕсен ячĕпе уйрăммăн тав сăмахĕсем каларĕ.
«Инкек пире пĕрлештерчĕ, — терĕ Олег Алексеевич. — Сывлăх сыхлавне пĕтĕм общество пулăшрĕ. Çав шутра — медиксене тӳлевсĕр апатпа тивĕçтерни, волонтерсен пулăшăвĕ, ытти… Республикăра пурăнакан кашни çынна пулăшушăн тата лару-тăрăва ăнланнăшăн тав тăватăп».
Пирĕн сывлăх сыхлавĕ тухăçлă ĕçленине çирĕплетрĕ пулин те, республика Пуçлăхĕн шухăшĕпе, инфекци хăрушлăхĕ çивĕч нумай ыйтăва çиеле кăларчĕ. Калăпăр, тĕп хулари инфекци стационарĕнче çĕнĕ йышши оборудовани çителĕксĕрри. Клиника больницин корпусĕсем, иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш, 80-мĕш çулĕсенче хута янăскерсем, кивелсе çитнĕ. Вĕсем медицинăн паянхи стандарчĕсене тивĕçтереймеççĕ.
Нацпроект пулăшнипе сывлăх сыхлавĕн çĕнĕ объекчĕсене тăватпăр, киввисене реконструкцилетпĕр. Владимир Путин Президент пирĕн клиника больницин çĕнĕ комплексне тăвассине ырланă. Олег Николаев хатĕрленӳ ĕçĕсене васкатмаллине, строительствăна 2021 çул вĕçĕнчен, 2022 çул пуçламăшĕнчен кая юлмасăр пуçламаллине палăртрĕ. Çавăн пекех онкодиспансерăн çĕнĕ корпусне те тума тытăнмалла.
Çав вăхăтрах медицинăн пуçламăш сыпăкĕ çине те алă сулма юрамасть. Çĕнĕ ФАПсем хута ямалла, пĕтĕмпе сывлăх сыхлавĕн 36 объектне тĕпрен юсамалла. Вăл малти вырăна ялсенчи медицина учрежденийĕсене кăларчĕ — унти инфратытăм пушшех юхăнса çитнĕ. Кăçал Улатăр районĕн больницине çĕнĕ томографпа тивĕçтермелле, Канаш тата Муркаш районĕсенче пысăк поликлиникăсем тумалли проект документацине хатĕрлемелле.