Кун хыççăн кун

5 Нарăс, 2021

Ачана каллех сайра тĕл пулакан ят панă

Шупашкарти Ленин районĕн администрацийĕн ЗАГС пайĕнче Адам ятлă ачана регистрациленĕ.

Ку ята илтмен çын çук паллах. Эпир пурте пĕр çынран, Адамран, пулса кайнă теççĕ-çке. Вăл «Турă ывăлĕ» шутланать, этем пĕлтерĕшлĕ.

Сăмах май, юлашки 5 çулта Шупашкарти Ленин районĕнче 3-мĕш çемье ачине Адам ят хунă.

www.hypar.ru 52gkb.ru сăн ÿкерчĕкĕ

4 Нарăс, 2021

Прокуратурăпа журналистика ĕçтешлĕхĕ çинчен

«Хыпар» Издательство çуртĕнче паян республика прокурорĕн заместителĕ Виталий Семенченко тата прокурорăн массăллă информаци хатĕрĕсемпе çыхăну тытас енĕпе ĕçлекен аслă пулăшуçи Алексей Якушевич хăнара пулчĕç. Хаçат юбилейĕн çулталăкĕ вĕт — пире «Хыпар» 115 çул тултарнă ятпа саламлама килнĕ. Эпир вара меллĕ самантпа усă курса çак тĕлпулăва пĕчĕк кăна пресс-конференцие çавăртăмăр — хамăра, хаçат вулакансене интереслентерекен ыйтусене хуравлама ыйтрăмăр.

4 Нарăс, 2021

Чăваш Ен транспорт министрĕ Владимир Осипов общество хастарĕсемпе тĕл пулчĕ

Паян Чăваш Республикин Общество палатинче «Министр сехечĕ» регионти проектпа килĕшÿллĕн тĕлпулу иртрĕ. Ку пек мероприятие общество хастарĕсем пухăннă. Вĕсемпе тĕлпулăва пынă республикăн транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Осипов çул-йĕр хуçалăхне çитес тăватă çулта епле аталантарма палăртни çинчен каласа кăтартрĕ.

Сăмахран, çул çинче инкексем пулса иртекен вырăнсене çеç мар, аварисенче вилекенсен шутне те чакарасшăн. Çапла тума çул-йĕре кирлĕ пек юсаса, тивĕçлипе тытса тăрсан çеç май килĕ.

4 Нарăс, 2021

Нацпроектсене пурнăçлас тĕлĕшпе «тÿрлетмелли» самантсем пур

ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Стратеги аталанăвĕ тата проект ĕç-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канашăн кĕçнерникун иртнĕ ларăвĕнче республика 2020 çулта наци проекчĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе мĕнле ĕçленине тишкерсе хакларĕç. Регион ертÿçи Олег Николаев палăртнă тăрăх, кăтартусем аван пулин те — çитменлĕхсем пур. Çав шутра — уйăрнă укçапа туллин усă курайманни.

4 Нарăс, 2021

Пултăран пирки - тÿрĕ эфирта

Нарăсăн 5-мĕшĕнче 16 сехетре «Контактра» соцсетьре Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин ушкăнĕнче черетлĕ «тӳрĕ лини» иртет.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Марина Загребаева Сосновка тăрăхĕнчи пултăранпа кĕрешес ĕçпе çыхăннă ыйтусене хуравлĕ.

Мĕн кăсăклантарнине маларах «Контактра» çирĕплетнĕ пост айĕнчи комментарире ыйтма пулать.

Pages