Тĕреве кашниех туйтăр
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырури тепĕр тема — пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене пулăшасси. Пандеми условийĕсенче федераци шайĕнче ку енĕпе чылай йышăну тунă. Уйăрнă укçа виçи — 6 миллиард тенке яхăн. Республика шайĕнчи мерăсем те курăмлă: пурăнма кирлĕ виçене пĕчĕклетменни, социаллă тӳлевсене индексацилени, амăшĕн капиталне пысăклатни, 16 пине яхăн ачашăн шкула кайма хатĕрленмешкĕн тӳлев пани.
Нумай ачаллă ачасем тĕлĕшпе тимлĕх уйрăмах пысăк пулмалла — унашкаллисем республикăра 15 пин ытла. Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса 5 тата ытларах ачаллă çемьесене уйăхсерен паракан пособисене пысăклатнă. Халĕ вара Олег Алексеевич пулăшăвăн мĕн пур мерине çуллен индексацилессине тивĕçтерме хушрĕ.
Сахал тупăшлă çемьесене тĕревлемелли мерăсемпе усă курмалла. Ку енĕпе, сăмахран, социаллă контракт меллĕ. Унăн усси курăмлă. Чăваш Енре 5 пин ытла контракт тунă та ĕнтĕ — 19 пин ытла çыннăн укçа-тенкĕпе çыхăннă лару-тăрăвне лайăхлатма май килнĕ. Çак практикăна тăсмалла. Тĕллев — 2025 çул тĕлне республикăри чухăнлăх шайне 14,3% таран чакармалла. Паян вăл 17,4% шайĕнче.
Çынсен сывлăхĕ чи малтанах сывă пурнăç йĕркипе çыхăнни паллă. Çавна май спорт пĕлтерĕшĕ пысăк. Апла тăк çынсемшĕн спортпа туслă пулмалли май ытларах кирлĕ. Пĕлтĕр Шупашкарта хоккей центрне хута янă. Элĕкре 25 метрлă бассейн ĕçлеме тытăннă. Кăçал Патăрьелте тата Çĕрпӳре стадионсем хута каймалла, тĕп хулари «Атăл» стадион реконструкцине пуçармалла. Олимп резервĕсен шкулĕн 50 метрлă бассейнĕн проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлесе çитермелле, çитес çул Çĕнĕ хулара тăрăллă футбол манежне тата каток тумалла.
Ăнăçлă практикăсен тĕслĕхĕ вырăнне Олег Алексеевич «кĕмĕл» çулсенчи çынсем валли спорт учрежденийĕсене тӳлевсĕр çӳремелли меле ĕçе кĕртнине асăнчĕ. Çак тата ытти мера спортпа туслисен йышне 20% пысăклатма май панă — кунашкал ӳсĕм нихăçан та пулман. Вăл çавăн пекех çĕршывăн пĕрлехи спорт командисене кĕрекен ентешсене стипендипе хавхалантармалли йышăнусене аса илтерчĕ, Олимп вăййисен призерĕсене хавхалантармалли мерăсене çĕнĕрен пăхса тухма чĕнсе каларĕ — вĕсем нумай çул çĕнелмен.