Шупашкар хĕрĕсем япунсемсĕр пуçне пурне те çĕнтернĕ
Ирĕклĕ мелпе кĕрешекен Чăваш Енри хĕрсене тĕнчери чи вăйлă пикесен шутне хăюллăнах кĕртме пулать. В. Кочков ячĕллĕ Шупашкарти олимп резервĕн 5-мĕш спорт шкулĕнче тата В. Краснов ячĕллĕ Шупашкарти олимп резервĕн училищинче вĕреннĕ Екатерина Михайловапа Алена Тимофеева Грецинче иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче кĕмĕл медале тивĕçнĕ.
Пĕрремĕш вырăна яппун хĕрĕсем тухнă. 46 килограмччени виçере кĕрешекен Екатерина Михайлова (сăн ÿкерчĕкре) финалта Ремине Йошимото яппун хĕрĕпе кĕрешнĕ. 70 килограмчченхи виçе категорийĕнче вăй виçекен Алена Тимофеева Японири Юке Кагамие выляса янă.
Тĕнче чемпионатĕнче Раççей кĕрешÿçисем вунă виçе категорийĕнче виçĕ кĕмĕл тата икĕ бронза медаль çĕнсе илнĕ.
Комментари хушас