Новости по теме

30 Çу, 2022

Текех тăлăх мар

Çĕмĕрлери тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр юлнă центрта ачасен телейлĕ пуласлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшаççĕ.

Çапах та çемье пуррине нимĕн те çитмест. Акă çак центрти виçĕ ачана та нумаях пулмасть пĕр мăшăр усрава илнĕ. Малашне Максим та, Артем та, Валерия та çемье ăшшине туйса ӳсĕç.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

30 Çу, 2022

Чăваш ачисем Мускава слета кайĕç

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕнче «Пысăк тăхтав» ачасемпе çамрăксен слечĕ иртĕ.

Фестивале хутшăнакансен йышĕ 8 пинрен те ытларах пулĕ. Вĕсен шутĕнче: Шупашкарти, Çĕмĕрлери тата Канашри шкул ачисемпе педагогсем. Мероприяти программи анлă.

30 Çу, 2022

Донецка пулăшаççĕ

Тунтикунхи канашлура ЧР Промышленноç министрĕ Александр Кондратьев Донецка епле кайса килни çинчен каласа кăтартрĕ. «Унта виçĕ кун пурăнтăмăр. Малтан ДНР ертӳçисемпе тĕл пултăмăр, килĕшӳ турăмăр. Иккĕмĕш кун электротехника кăларакан заводсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăмăр.

30 Çу, 2022

QR-код — укçа куçарма

Пуш уйăхĕнче старт илнĕ «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» марафон пухмачĕ епле пухăнса пырать? Ун çинчен тунтикунхи канашлура Ача-пăча фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳçи Юрий Кислов хыпарларĕ.

30 Çу, 2022

Çĕнĕ професси — çĕнĕ утăм

Ĕçсĕр юлнисене професси пĕлĕвĕ парассипе çыхăннă ыйту Ĕçлев министерствин кулленхи ĕç кунĕнчен тухмасть. Тунтикунхи канашлура Алена Елизарова министр каланă тăрăх, хальхи вăхăтра Чăваш Енри ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче 5294 çын учетра тăрать.

30 Çу, 2022

Гимн юрласа ялава çĕклĕç

Республикăри ача-пăча сиплев лагерĕсем кăçалхи кампание епле хатĕрленеççĕ? Ун пирки тунтикунхи канашлура вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров каласа кăтартрĕ.

327 лагерьте 37 пин ача канĕ. Пĕрремĕш смена çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçăлĕ. Мари Элта вырнаçнă «Звездочка» лагерь çу уйăхĕн 28-мĕшĕнчех ачасене йышăннă, унта 380 ача сывлăха çирĕплетĕ. Вĕренӳ отличникĕсем, спортра палăрнисем, шкул юхăмĕн хастарĕсем, çамрăк шыравçăсем валли профильлĕ сменăсем ĕçлĕç. Вĕсенче 1700 ытла ача канĕ.

Pages