Конференцире – 600-е яхăн çамрăк
Иртнĕ эрнекун И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ăслăлăхпа ĕçлекен çамрăксене «Анлă Атăл çамрăклăхĕ» фестиваль конференцине пуçтарчĕ.
Кăçал мероприяти 24-мĕш хут иртрĕ. Унта Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи 600-е яхăн студентпа ăслăлăх коллективĕ хутшăнма кăмăл тунă. 408 ĕçе рецензиленĕ. 50 тĕрлĕ секцире вĕсене 200-е яхăн эксперт пăхса тухнă. Конференцин финалне 297 ĕç тухнă. Палăртмалла: кăçал çĕнĕлĕх те пур: унчченхисем çумне тата тăватă секци хушăннă, вĕсене Раççейри халăхсен еткерлĕхĕн çулталăкне тата Чăваш Енри Паллă ентешсен çулталăкне халалланă. Конференци лауреачĕсен ĕçĕсем электрон кĕнекере тухĕç.