Чăваш ачисем Мускава слета кайĕç

30 Çу, 2022

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕнче «Пысăк тăхтав» ачасемпе çамрăксен слечĕ иртĕ.

Фестивале хутшăнакансен йышĕ 8 пинрен те ытларах пулĕ. Вĕсен шутĕнче: Шупашкарти, Çĕмĕрлери тата Канашри шкул ачисемпе педагогсем. Мероприяти программи анлă.

Ачасем тĕп телеканалсенче телеертӳçĕсем пулса курĕç; Раççей компанийĕсен, аслă шкулсен топ-менеджерĕсемпе ертӳçисен вырăнне йышăнĕç… Çакă йăлтах «Дублер кунĕ» форматпа килĕшӳллĕн пулса иртĕ. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри ача-пăча общество организацийĕсен слетĕнче «Пысăк тăхтав» юхăм аталанăвĕ çинчен калаçĕç. Унсăр пуçне ăсталăх класĕсем тата ытти те иртĕ.

www.hypar.ru

Комментари хушас