Гимн юрласа ялава çĕклĕç

30 Çу, 2022

Республикăри ача-пăча сиплев лагерĕсем кăçалхи кампание епле хатĕрленеççĕ? Ун пирки тунтикунхи канашлура вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров каласа кăтартрĕ.

327 лагерьте 37 пин ача канĕ. Пĕрремĕш смена çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçăлĕ. Мари Элта вырнаçнă «Звездочка» лагерь çу уйăхĕн 28-мĕшĕнчех ачасене йышăннă, унта 380 ача сывлăха çирĕплетĕ. Вĕренӳ отличникĕсем, спортра палăрнисем, шкул юхăмĕн хастарĕсем, çамрăк шыравçăсем валли профильлĕ сменăсем ĕçлĕç. Вĕсенче 1700 ытла ача канĕ.

Лагерьсенче патриотлăх мероприятийĕсене ытларах ирттерĕç. Кашни ир Раççей гимнне юрласа ялав çĕклессине йăлана кĕртĕç. Кăçал икĕ лагерьте юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Сиплев учрежденийĕсене пур япалапа та тивĕçтернĕ. Çамрăксен пуçарулăхĕн центрĕнче тата ЧППУра 480 вожатăя вĕрентсе кăларнă.

Лагерьсем ĕçе хатĕр, анчах тăваттăшĕ санитарипе эпидемиологи заключенийĕ илеймен. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская пĕлтернĕ тăрăх, асăннă лагерьсем дезинфекци, дератизаци тума заявкăсем каярах тăратнă. Пĕринче специалистсене шыв пахалăхĕ килĕшмен. Лагерьте тăрăшакансен ĕçе пуçăниччен медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла, вакцинаци тумалла тата коронавирусран ПЦР тест илĕç. Тĕрĕслекенсене çавăн пекех «Звездный» лагерь патне пыракан çул пахалăхĕ тивĕçтермен. Олег Николаев транспорт министрне çак çулсене йĕркене кĕртме, вĕсен хуçисене тупма хушрĕ.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас