Тĕрлĕ халăх ачисем килĕç

30 Çу, 2022

Çĕртме уйăхĕн 23-27-мĕшĕсенче Чăваш Республикин тĕп хулинче Пĕтĕм Раççейри ача-пăча фолькориади иртĕ.

Çĕршывра пĕрремĕш хутчен йĕркелекен мероприятие 78 регионтан ача-пăча пултарулăх ушкăнĕсем пуçтарăнĕç. Сăмахран Камчаткăран эвенк ача-пăча ушкăнĕ, Кăнтăр Сахалинран корей ансамблĕ, Псков облаçĕнчен сето халăхĕн коллективĕ, Дагестан ансамблĕ тата ыттисем те килĕç. Фестиваль программи çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш тĕррин музейĕнчи куравран пуçланĕ. Тепĕр кунне тĕрлĕ халăх коллективĕсем Шупашкарти тĕп урампа утса иртĕç. Хĕрлĕ тӳремре гала-концерт пулĕ, ăна тӳрĕ эфирта та кăтартĕç. Çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче концертсемпе тухса çӳреме палăртнă. Фестиваль çĕртмен 26-мĕшĕнче филармонире вĕçленĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас