Паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев «Авангард» обществăн Çĕрпӳ районĕнчи «Çĕрпӳ беконĕ» филиалĕнче пулса унăн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Предприятин генеральнăй директорĕ Николай Курчаткин малашнехи тĕллевсене уçăмлатрĕ.
Паян Президент перинаталь центрĕнче Ольга Рябухина тĕп врачпа ЧР тĕп неонатологĕ Татьяна Полякова ачасен пурнăçне упрамалли тавра калаçу йĕркелерĕç, ашшĕ-амăшĕ валли хатĕрленĕ брошюрăри сĕнÿсене аса илтерчĕç.
Иртнӗ эрнере ЧР Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑра авӑн уйӑхӗнче иртекен суйлава сӑнаса тӑракан пӗрлехи центр туса хума сӗннӗччӗ. Паян ЧР Общество палатин членӗсем республика ертӳҫин ҫак пуҫарӑвне сӳтсе яврӗҫ.
«Хыпар» хаçатăн политика, вырăнти хăй тытăмлăх тата экономика пайĕн редакторне Николай Коновалова паян Тав хучĕпе чысларĕç.
Николай Дмитриевич Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕпе нумай çул ĕнтĕ тачă çыхăнса ĕçлет, унăн ĕç-хĕлне хаçатра çутатать. Çавна май Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕн ветеринарипе фитосанитари надзорĕн федераци службин управленийĕ ăна тав турĕ.
Çурлан 18-мĕшĕнче Раççейре пĕрремĕш хутчен «Географи каçĕ» иртет.
Мероприятие Вырăс географи обществи йĕркеленнĕренпе 175 çул çитнине тата Раççейри çĕнĕ уява — Географ кунне — халалланă. Акципе килĕшӳллĕн Чăваш Республикин наци библиотеки «Ĕмĕтленекенсем» клубăн çул çӳревçисемпе пĕрле «Кама шыв юппи — Самарти Лука 2020» парăс экспедицине хутшăнакансемпе тĕл пулу йĕркелет. Петр Бритвинпа Андрей Хромов кăсăклă çул çӳревпе паллаштарĕç.
Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренме 100 çул çитнине халалланă «Чăваш Енри чи лайăх 100 вырăн» фотоконкурса пĕтĕмлетнĕ.
Фотоăстасен ăмăртăвне 300 ытла çын хутшăннă. Хăйсен ĕçĕсенче конкурсантсем Чăваш Енри ял-хулан тĕлĕнмелле сăнĕсемпе, хăйне евĕрлĕ çут çанталăк обьекчĕсемпе, архитектурăпа тата Атăл илемĕпе паллаштарнă.