Килтен тухмасăр — çул çӳреве

Çурлан 18-мĕшĕнче Раççейре пĕрремĕш хутчен «Географи каçĕ» иртет.
Мероприятие Вырăс географи обществи йĕркеленнĕренпе 175 çул çитнине тата Раççейри çĕнĕ уява — Географ кунне — халалланă. Акципе килĕшӳллĕн Чăваш Республикин наци библиотеки «Ĕмĕтленекенсем» клубăн çул çӳревçисемпе пĕрле «Кама шыв юппи — Самарти Лука 2020» парăс экспедицине хутшăнакансемпе тĕл пулу йĕркелет. Петр Бритвинпа Андрей Хромов кăсăклă çул çӳревпе паллаштарĕç.
Трансляци Наци библиотекин YouTube-каналĕнче 18 сехетре пуçланать.
www.hypar.ru Nbchr.ru сăн ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас