Новости по теме

31 Çурла, 2020

Совет Союзĕн Геройне — палăк

Канаш районĕнчи Ачча ялĕнче Совет Союзĕн Геройне Антон Петрова халалласа палăк уçнă.

Антон Петрович виçĕ вăрçа хутшăннă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче инженер çарĕсен чи лайăх ертӳçи пек палăрнă, генерал-майора çитнĕ. 1943 çулта Днепра форсланă çĕрте паттăрлăх кăтартнă.

31 Çурла, 2020

Лобачевский музейне çĕнетеççĕ

Куславкка хулинче Николай Лобачевский математикăн музей-çуртне юсаса çĕнетеççĕ.

Ку ĕç Чăваш автономийĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнĕ май ирттерекен мероприятисемпе çыхăннă. Раççейри паллă математик çак çуртра 1848-1856 çулсенче пурăннă.

Хальлĕхе çурт тăррине витнĕ, шывпа тивĕçтернĕ, канализаци хунă, урайне çĕнетнĕ, электромонтаж ĕçĕсене пуçăннă.

31 Çурла, 2020

Çĕнĕ тренажерпа ачасем утма вĕренеççĕ

Хевтесĕр ачасен реабилитаци центрĕнче Локомат тренажер вырнаçтарнă. Ăна республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пуçарăвĕпе туяннă. Унăн хакĕ 43 миллионпа танлашать. Çак тренажерпа ĕçлемешкĕн ятарласа 6 специалист вĕреннĕ.

Малашне çуллен сахалтан та сусăр 149 ача реабилитаци курсĕ витĕр тухĕ. Çавна май утайман ачасем те хăй тĕллĕнлĕхе хăнăхĕç. Вĕсем утăм хыççăн утăм туни тĕнĕнтермĕшпе танлашĕ.

31 Çурла, 2020

97-ри пациент коронавирусран сывалнă

Улатăрти тĕп больницăн ковид центрĕнче 97-ри пациента киле яма хатĕрлеççĕ, вăл коронавирус инфекцийĕнчен сывалнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче икĕ енлĕ пневмония диагозпа больницăна лекнĕ, хăйне вăл япăх туйнă. Пациента çийĕнчех комплекслă майпа сиплеме тытăннă. Чир тӳрех парăнман. Пенсионера кислород маскипе те сывлттарнă. Йывăр вăхăтра та вăл шанăçа çухатман, палатăра пĕрле выртакансене хавхалантарнă.

31 Çурла, 2020

Килĕшĕве алă пусрĕç

Паян ЧР Общество палати, ЧР Тĕп суйлав комиссийĕ, суйлавăн общество сăнавĕн штабĕ авăн уйăхĕнчи суйлав вăхăтĕнче сăнава йĕркелес енĕпе пĕрле çыхăнса ĕçлесси пирки калакан килĕшĕве алă пусрĕç.

Унăн тĕп тĕллевĕ — суйлава май килнĕ таран уççăнрах, тÿрĕрех ирттересси. Унсăр пуçне общество сăнавĕн штабĕ, Тĕп суйлав комиссийĕ тата республикăри коммерципе çыхăнман организацисем те пĕрле ĕçлесси пирки калакан çакнашкал килĕшĕвех алă пусрĕç.

29 Çурла, 2020

"Мужики" фильм хыççăн миххи-миххипе çырусем илнĕ

Чылайăшĕ ăна "Любовь и голуби", "Мужики" кинофильсем тăрăх пĕлет. РСФСР халăх артисчĕ Александр Михайлов кинора çeç мар, театрта та вун-вун роль калăпланă. Паллă артист паян Çĕнĕ Шупашкарти историпе ýнер музейĕнче пултарулăхне кăмăллакансемпе тĕл пулчĕ.

28 Çурла, 2020

Грипран прививка тумалла

Паян ЧР сывлăх сыхлав министерстви йĕркеленĕ пресс-турта республикăри Çемье вакцинаци центрĕн пуçлăхĕ Нина Рассказова грипран прививка тума вăхăт çитнине аса илтерчĕ.

Республикăна ачасем валли 84478 вакцина илсе килнĕ. Уйăх вĕçĕччен тепĕр 159209 дозăпа тивĕçтерĕç.

Ку ĕçе 185 врач, 769 медсестра пурнăçлĕ. Çынсене ятарлă 869 пÿлĕмре йышăнĕç. 155 бригада çула тухĕ.

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

28 Çурла, 2020

Футболистсем çĕнтерÿпе таврăннă

Мускавра 6×6 форматпа футбол ăмăртăвĕ иртнĕ. Чăваш Ен команди Раççей чемпионатĕнчен бронза медальпе таврăннă.

Тупăшăва 16 команда хутшăннă. Унта Комсомольски районĕнчи «Урмай» ушкăнĕ те вăй виçнĕ. Чемпионат «Столица» спорт комплексĕн çĕнĕ манежĕнче иртнĕ. Мини-футбол вăййин хăйĕн йĕрки. Матча пĕр командăран 5 футболистпа 1 хапхаçă хутшăнаççĕ. Тайм вăхăчĕ — 12 минут.

Дагестан спортсменĕсем чи маттуррисем пулнă, вĕсем никама та парăнман. Пирĕн ушкăн 3-мĕш вырăн йышăннă.

Pages