"Мужики" фильм хыççăн миххи-миххипе çырусем илнĕ
Чылайăшĕ ăна "Любовь и голуби", "Мужики" кинофильсем тăрăх пĕлет. РСФСР халăх артисчĕ Александр Михайлов кинора çeç мар, театрта та вун-вун роль калăпланă. Паллă артист паян Çĕнĕ Шупашкарти историпе ýнер музейĕнче пултарулăхне кăмăллакансемпе тĕл пулчĕ.
Александр Михайлов Чăваш Енре пĕрремĕш хут мар. Вăл темиçe çyл каялла Шупашкарта пулса курнă. Хальхинче пирĕн ентеш, РФ Геройĕ Николай Гаврилов ăна Çĕнĕ Шупашкар 60 çул тултарнине халалланă мероприятисене хутшăнма йыхравланă. Паян вăл гварди парашютпа десант полкĕн 6-мĕш ротин ячĕпе Астăвăм аллейине yçнă çĕре хутшăннă.
Паллă актер тĕлпулура пурнăçне кинематографпа мĕнле çыхăнтарнине каласа кăтартрĕ. Вăл моряк пулма ĕмĕтленнĕ. Ăна моторист вĕренекенĕ пулма йышăннă, çапла Александр Михайлов тĕрлĕ тинĕсре ишсе çýренĕ. Анчах амăшĕ ăна килне таврăнма ýкĕтленĕ. Берингов тинĕcĕнче моряксемпе пулнă инкек хыççăн вăл ывăлĕшĕн куляннă.
"Пурнăçăмри чи лайăх вăхăт кинопа та, театрпа та мар, тинĕспе çыхăннă", - палăртрĕ Александр Яковлевич. Артист пулма шухăшласан вăл тинĕсрен каçару та ыйтнă. Антон Чеховăн пьеси тăрăх лартнă "Иванов" спектакль унăн пурнăçне тĕпрен улăштарнă: вăл артист пулма шухăшланă. Тĕрлĕ театрта ĕçленĕ хыççăн ăна кинора ýкерĕнме чĕннĕ.
Куракансем вăл калăпланă чылай роле кăмăллаççĕ. "Мужики" фильм экран çине тухсан ун патне миххи-миххипе çырусем çитнĕ. Пĕр хĕрача рольшĕн тав тунă. "Манăн атте фильм курнă хыççăн мана шăккалат туянса пачĕ", - тенĕ.
Тĕплĕнрех - "Çамрăксен хаçачĕн" çитес номерĕнче.
www.hypar.ru Ирина Кошкина сăн ýкерчĕкĕ.