Совет Союзĕн Геройне — палăк

Канаш районĕнчи Ачча ялĕнче Совет Союзĕн Геройне Антон Петрова халалласа палăк уçнă.
Антон Петрович виçĕ вăрçа хутшăннă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче инженер çарĕсен чи лайăх ертӳçи пек палăрнă, генерал-майора çитнĕ. 1943 çулта Днепра форсланă çĕрте паттăрлăх кăтартнă.
Палăк уçас мероприятие Раççей Геройĕсем Николай Гавриловпа Евгений Борисов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Виталий Иванов, Совет Союзĕн Геройĕн Антон Петровăн тăванĕсем, ШĔМ ветеранĕсем, Янкăлч шкулĕн тата Канашри патшалăх службипе управлени лицейĕн кадечĕсем, Ачча шкулĕн вĕренекенĕсем тата ял çыннисем хутшăннă.
www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас