Ачан пурнăçне ашшĕ-амăшĕн упрамалла

Паян Президент перинаталь центрĕнче Ольга Рябухина тĕп врачпа ЧР тĕп неонатологĕ Татьяна Полякова ачасен пурнăçне упрамалли тавра калаçу йĕркелерĕç, ашшĕ-амăшĕ валли хатĕрленĕ брошюрăри сĕнÿсене аса илтерчĕç.
Татьяна Александрова Чăваш Енре, ытти регионпа танлаштарсан, пĕчĕк ача вилесси тĕлĕшпе кăтарту пĕчĕк пулни çине пусăм турĕ. Çакă, пĕрремĕшĕнчен, перинаталь центрĕсенче хальхи йышши технологисемпе усă курнине, çавна май пĕчĕкскерĕн пурнăçне сыхласа хăварма пултарнине çирĕплетет. Иккĕмĕшĕнчен, пĕтĕмлетĕве пепкесен çывăх çыннисен тимлĕхĕпе çыхăнтарма пулать.
Çывăрнă вăхăтра амăшĕн айăпĕпе — кăкăрпа сăмсине хупланăран — тĕпренчĕкĕн пурнăçĕ татăлма пултарать. Çавăнпах ача валли уйрăм вырăн хатĕрлемеллине кашни хĕрарăмăн шута илмелле.
Татьяна Полякова çамрăк çемьен килте ачашăн хăрушлăх кăларса тăратакан сăлтавсенчен хăтăлмаллине палăртать. Сăмахран, ача краватьне батарея е чÿрече çывăхне лартма юрамасть. Унсăр пуçне ăна хулăн матрас сарса памалла. Нумаях пулмасть пĕр çемьере çакнашкал инкек сиксе тухнă: упаленекен ача кравать рейкисен хушшине пуçĕпе хĕсĕннĕ. Ăна, суранланнăскерне, больницăна илсе кайнă.
Ашшĕ-амăшĕн пепкене чÿречерен тухса ÿкесрен асăрхамалла. Шел, инкеклĕ лару-тăру тавра çулленех çыратпăр. Çавăнпах чÿрече хăлăпĕ çине блокатор вырнаçтарни вырăнлă.
Ача ал айĕнчи эмеле, хими препарачĕсене тытса пăхать, тутанать. Çавăнпах çав япаласене шаларах хумалла. Халĕ хĕрарăмсем пахча çимĕç маринадлаççĕ, хĕллехи салат хупаççĕ. Çавна май ача-пăчана уксус ĕçесрен, вĕри шывпа пиçесрен уйрăмах асăрхамалла.
Ольга Владимировна хĕрарăмсемпе çăмăлланичченех, Амăшĕсен шкулĕнче, пепке хăрушсăрлăхĕ тавра калаçу ирттернине палăртрĕ. Халĕ çак ĕçе социаллă сетьсем урлă та йĕркеленĕ. Ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр çитĕнекен ачасем çинчен ятарлă службăсене пĕлтермеллине каларĕ вăл.
Ача тытнă амăшĕ телефонпа калаçнине асăрханă-и? Çав хатĕр алăран тухса ÿкме, пĕчĕкскерне пуçĕнчен суранлама пултарать. Хĕрарăмăн çакна та шута илмелле.
Пĕчĕк ачана ваннăра лартса хăварма юраманни паллă. Вăл шыва ÿкме те, чыхăнма та пултарать. Мунчара çăвăннă чухне пĕчĕкскер вĕри кăмака çумĕнче пиçесрен сыхă пулмалла.
Ачан пурнăçĕшĕн, чи малтанах, çывăх çыннисем яваплă. Çакна асра тытни инкекрен сыхланма пулăшĕ.
Марина ТУМАЛАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас