Тав хутне тивĕçнĕ

17 Çурла, 2020

«Хыпар» хаçатăн политика, вырăнти хăй тытăмлăх тата экономика пайĕн редакторне Николай Коновалова паян Тав хучĕпе чысларĕç.

Николай Дмитриевич Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕпе нумай çул ĕнтĕ тачă çыхăнса ĕçлет, унăн ĕç-хĕлне хаçатра çутатать. Çавна май Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕн ветеринарипе фитосанитари надзорĕн федераци службин управленийĕ ăна тав турĕ.

Ĕçтешĕмĕре чунтан саламлатпăр, малашне те çитĕнӳ тума ăнăçу сунатпăр.

www.hypar.ru C.Журавлев сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас