Çак кунсенче Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов тата Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен уявне - Акатуйне - хатĕрленсе ирттерес ыйтупа ĕçлекенсемпе тĕл пулнă.
Етĕрне районĕнче урă пурнăç йĕркине çирĕплетес ыйтупа ял тăрăхĕсен ертÿçисен, сиплев тата суту-илÿ тытăмĕнче ĕçлекенсен канашлăвĕ иртнĕ. Эрех-сăра сутмалли йĕркене пăхăнман лавккасем пирки çирĕпрех мерăсем йышăнма тивет. Вĕсене хупасси çинчен сăмах пымасть кунта, пурте саккуна пăхăнса пурăнччăр. Халăхра ăнлантару ĕçне вăйлатассипе вырăнти пуçлăхсем хăйсем тĕслĕх кăтарма тивĕç, палăртрĕ район ертÿçи Владимир Кузьмин. Район ĕçĕ-хĕлĕ çинчен «Хыпар» тата «Хресчен Сасси» хаçатсен çĕнĕ номерĕсенче вуласа пĕлĕр.
Харăсах темиçе кредит тÿлеççĕ вĕсем. Кил умĕнче ларакан техникăна пĕтĕмпех выльăх-чĕрлĕх ÿстерсе тата кредит укçипе туяннă. Картиш тулли ĕне выльăх. Тин пăруланинчен пуçласа аш валли ÿссе çитĕнни таранах. Пурне те пăхмалла, пурне те апатлантармалла. Кил хуçисем мĕнлерех вĕтĕленнине курсан вĕсем выльăхсемшĕн кăна пурăннă пек те туйăнса каять. Сăмахăм Етĕрне районĕнчи Мăн Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан Константин ФИЛИППОВ фермер хуçалăхĕ пирки.
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Николай Лисаев фермер хуçалăхĕ çурхи акана тухас умĕн техника паркне çĕнĕ агрегатсемпе пуянлатнă. Иртнĕ кунсенче кунта МТЗ-892 тата МТЗ-892.2 йышши икĕ трактор, сеялка тата культиватор туяннă.
Фермер хăйĕн хуçалăхне аталантарас тĕллевпе чăх чĕпписене ÿстермелли цех тăвать. Строительство ĕçĕсем вĕçленсен унта пĕр талăкри чĕпсене 30 пин пуç илсе килесшĕн.
Шупашкар районĕнчи Ишлей ял тăрăх администрацийĕн специалисчĕсемпе культура ĕçченĕсем, пурĕ 27 çын, çулталăк пуçланнăранпа хăйсем ĕçлесе илнĕ укçана алла тытса кураймаççĕ. Сăлтавĕ - Шупашкар район администрацийĕн финанс пайĕ РФ Бюджет кодексĕн 242.5 статйин 7-мĕш пунчĕпе килĕшÿллĕн Ишлей ял тăрăх администрацийĕн шучĕ çине куçакан укçа-тенке тăкакламалла мар туни. Пĕлтĕр финанс пайне ЧР Арбитраж сучĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕртмелли документ килнĕ. Ишлейсем Газпромăн Шупашкарти, районсен хушшинчи пысăк организаци умĕнче парăма, пурĕ 3 миллион та 600 пине яхăн тенкĕ, кĕнĕ.
Ыран турра ĕненекенсем çурхи пысăк уявсенчен пĕрне - Кăчăкă праçникне палăртаççĕ. Чиркÿ календарĕнче вăл "Турă Иерусалима кĕни" ятлă. Паян вара - Лазерь шăмат кунĕ. Иисус Лазере вилнĕ хыççăн тăваттăмĕш кунне чĕртнĕ.
Чăваш наци библиотекин "Кĕмĕл ĕмĕр" галерейинче çак кунсенче уçăлнă курав - Культура çулталăкĕнчи паллă пулăм. Унта Г.Камал ячĕллĕ Тутар патшалăх академи театрĕн тĕп ÿнерçин, Тутар Республикин халăх художникĕн Сергей Скомороховăн сценографи куравĕ уçăлчĕ.
ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин "Кÿкеçри ватă çынсемпе инвалидсен интернат çурчĕ" бюджет учрежденийĕ уçăлнăранпа кăçалхи ака уйăхĕнче 45 çул тултарать. Хÿтлĕх кĕтекен малтанхи çынсем кунта Çĕрпÿ районĕнчи Иваново салинчи ветерансен çуртĕнчен куçнă, вĕсем хыççăн - Йĕпреçрен, Атратьрен...
Çулталăк каялла иртнĕ Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕн 5-мĕш създĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти хăй тытăмлăх органĕ обществăпа политикăри хăйĕн чăн вырăнне тупнине, граждан обществин пурнăçне йĕркелесе пымалли тĕп форма пулнине, хăватлă витĕм кÿнине кăмăллăн палăртрĕ.
1961 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕ. Пирĕн аслă çĕр-шывăн кун-çулĕнчи тата тĕнче историйĕнчи чи паллă кун. Чылай пулăм çинчен пĕлетпĕр пулин те кашнинчех хамăра валли унта çĕннине тупатпăрах. Уçлăха пĕрремĕш тухнă Юрий Гагарин çинчен те пĕтĕмпех тĕпченĕ, çапах паянхи кун та унăн паттăрлăхĕ çынсене тĕлĕнтерет.