Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра Сывлăхпа спорт кунĕ ирттересси пирки алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн çынсен кашни уйăхра пĕр хут спорт керменĕсене тÿлевсĕр çÿреме ирĕк пур.
«Капкăн» журналăн кăçалхи улттăмĕш номерĕ кун çути курчĕ. Вăл Александр Плехановăн «Ăнăçу вăрттăнлăхĕсем» ÿкерчĕкĕпе уçăлать. 2-мĕш страницăра «Макияж турăм» ÿкерчĕк пур. Кăсăклă çак темăна Николай Ишентей поэт хăйĕн «Капăрлăх сăввинче» малалла тăсать, «химпром» сăнавĕсем пирки вулакана шухăшлама сĕнет.
АУ "Издательский дом "Хыпар" предоставляет в аренду помещения на 6 и 7 этажах здания редакционно-издательского корпуса, расположенного по адресу: Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. И.Яковлева, д. 13, для использования под офис. Со всеми вопросами обращаться в 616 каб. или звонить по тел. 8-967-478-06-12, 56-00-67.
Почта ĕçĕ сире тивĕçтерет-и? Хаçат-журнал хакĕсем мĕншĕн ÿсеççĕ? «Хыпар» хаçатпа унăн ытти кăларăмĕ сирĕн килĕре вăхăтра çитет-и? Почтальон ят-сумĕ мĕншĕн чакать? Çак тата ытти ыйтăва, хисеплĕ вулаканăмăрсем, 2014 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче, кĕçнерни кун, «Хыпар» хаçат редакцийĕнче Раççей Почтин Чăваш Енри управленийĕн директорĕ Владимир Георгиевич Тимофеев хуравлать.
Çак кунсенче Японире сакура чечеке ларать. Чăваш Енре çуркунне йăл илет. Илемлĕ çак вăхăтра Регионсен аталанăвĕн "Содружество" фончĕ Шупашкара Япони сывлăшне илсе килчĕ. "Кино музейĕ" проектпа килĕшÿллĕн "Çеçпĕл" кинотеатрта пĕрремĕш хут Япони киновĕн фестивалĕ, Ясудзиро Одзу режиссера халалланăскер, уçăлчĕ.
Паян республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата федерацин ĕç тăвакан органĕсен ертÿçисем Шупашкарти «Трактор завочĕсем» концернра тыр-пул пухмалли «Агромаш 4000» комбайнсен производствине йĕркелесе яни çинчен пĕлтерчĕç. Вĕсене туса кăлармалли технологие ĕçе кĕртмелли проекта Атăлçире пуçласа Шупашкарти «Промтрактор» обществăра пурнăçа кĕртнĕ.
...Талантлă ачасене пулăшаççĕ. Анчах та вĕсем хăйсен ĕçĕнче юлни-юлманнине тишкереççĕ-и? Мониторинг кăтартнă тăрăх ЧР Президенчĕн стипендине тивĕçнисен 70 проценчĕ вырăнта тĕпленмест иккен. Шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухакансене ăнланма пулать-ха, ун пеккисем пуян пĕлÿ илмешкĕн пысăк хуласене çул тытаççĕ. Ыттисем вара? Асăннă стипенди пĕлтерĕшне ÿстерес тĕллевпе, тен, ăна тивĕçмелли условисене тепĕр хут пăхса тухмалла тата çирĕплетмелле?
Тĕплĕнрех - "Хыпар" хаçатăн кăçалхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнчи номерĕнче.
"Пăва çулĕ çинче" повеç пичетленсе тухсассăн унăн авторĕн ăсталăхне литература тĕпчевçи Михаил Сироткин пысăк хак панă. 1964 çулта вара Алексей Талвир "Никĕс" роман кăларнă. Кĕçех ăна вырăсла куçарса пичетленĕ. Çĕнĕ кĕнекине ахаль çынсем те, литература тĕпчевçисем те ырласа йышăннă. Çыравçăн ытти кĕнеки те вулакана хумхантарать, илĕртет. Алексей Филиппович çуралнăранпа 105 çул çитнине халалласа Шупашкарти литература музейĕнче асăну иртрĕ.
Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ĕнерхи ларăвĕнче Финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Фарида Муратова республикăн 2013 çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен калакан саккун прекчĕпе паллаштарчĕ.