Талвир çуралнăранпа - 105 çул
"Пăва çулĕ çинче" повеç пичетленсе тухсассăн унăн авторĕн ăсталăхне литература тĕпчевçи Михаил Сироткин пысăк хак панă. 1964 çулта вара Алексей Талвир "Никĕс" роман кăларнă. Кĕçех ăна вырăсла куçарса пичетленĕ. Çĕнĕ кĕнекине ахаль çынсем те, литература тĕпчевçисем те ырласа йышăннă. Çыравçăн ытти кĕнеки те вулакана хумхантарать, илĕртет. Алексей Филиппович çуралнăранпа 105 çул çитнине халалласа Шупашкарти литература музейĕнче асăну иртрĕ.
Алексей Талвир /Башкиров/ 1909 çулта Патăрьелте çуралнă. Мускаври Ломоносов ячĕллĕ университетра пĕлÿ илнĕ. Çартан таврăнсан Раççейĕн тĕп хулинчи "Коммунар" хаçатра ĕçленĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Алексей Талвир тăшмана хирĕç пăшалпа та, перопа та çапăçнă. "Комсомольская правда" хаçатăн çар корреспонденчĕ пулнă. 30 ытла кĕнеке кăларнă. Унăн хайлавĕсене вырăсла, тутарла, гузинла тата ытти чĕлхене куçарнă. Литература музейне пухăннисем унăн пултарулăхĕпе ятарлă куравра тĕплĕнрех паллашнă. Сăмах май, çыраçăн тăван ялĕнчи шкул унăн ячĕпе хисепленет. Вăл çуралнă çурт çине Асăну хăми вырнаçтарнă. Çавăн пекех республикăра Алексей Талвир ячĕллĕ литература премине çирĕплетнĕ.