Новости по теме
"Хыпар" хаçат, 2015 çулхи январĕн 28-мĕшĕ, 13 номер
Финанс тытăмĕ улшăнать. «Раççей финансисчĕсен пĕрлешĕвĕ» ларăвĕ иртрĕ.
Пенси: кăçалхи çĕнĕлĕхсем. Раççей пенси тытăмĕнче кăçал чылай улшăну пулса иртрĕ.
Сăр - хăрушлăхра! Илемлĕ юханшыв пулăсăр юлма пултарать.
Халăхсен «ылтăн пĕрчипе» пуянланнă кĕнеке. "Çиччĕрен - çиччĕ" кĕнекен презентацийĕ иртрĕ.
Программа «уксахлать». Юхăннă çуртсенче пурăнакансене хăтлă хваттерпе тивĕçтерес программа пирĕн республикăра мĕнле пурнăçланса пынине тата çакăнпа çыхăннă ытти ыйтăва тишкерчĕç.
Пысăк çитĕнÿсемпе хавхалантăмăр. Культура çулталăкĕпе пĕрлех 2014 çула Спорт çулталăкĕ тесе те хаклама юрать.
Ĕçре пиçĕхсе тĕрекленнисем йывăрлăхран хăрамаççĕ. Çапла çирĕплетет тимĕр вăййипе туслă ветеран.
Чапаев пек шухăшлакан председатель тупăннă. Патăрьел районĕнчи «Хастар» ЯХПК пухăвĕ иртнĕ.
Халăх валли - таса шыв
Январĕн 26-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республикăра федерацин тĕллевлĕ "Таса шыв" программине пурнăçлас ыйтупа канашлу ирттернĕ.
Вице-премьер - Строймин ертÿçи Олег Марков хăйĕн докладĕнче асăннă программăна Чăваш Енре 2011 çулта пурнăçлама тытăннине палăртнă. Программăпа килĕшÿллĕн пĕтĕмĕшле хакĕ 1,4 млрд яхăн тенкĕлĕх 5 объект строительствине пурнăçланă. Çав шутра 945,6 млн тенки - федераци бюджечĕн, 448,5 млн ытла тенки - республика бюджечĕн укçи. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне федераци бюджетĕнчен куçарнă укçапа туллин усă курнă.
Ача-пăчапа яш-кĕрĕм, пултарулăхăра кăтартсамăр!
Чăваш кĕнеке издательстви хăйĕн 95 çулхи юбилейĕ тĕлне "Чăваш кĕнеки. Çамрăк талантсем" конкурс йĕркелени çинчен пĕлтерет. Кăçалхипе улттăмĕш хут ирттерекенскерне предприятин çавра çулне кăна мар, Литература тата Константин Иванов çулталăкне те халалланă.
Пенси: кăçалхи çĕнĕлĕхсем
Раççей пенси тытăмĕнче кăçал чылай улшăну пулса иртрĕ, вĕсем обязательнăй пенси страхованине хутшăнакансене пурне те - паянхи тата пулас пенсионерсене, çавăн пекех ĕçпе тивĕçтерекенсемпе предпринимательсене - пырса тивеççĕ.
Çĕнĕ формула
Сăр - хăрушлăхра!
Халăхсен «ылтăн пĕрчипе» пуянланнă кĕнеке
Чăваш Енре Литература тата К.В.Иванов çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçнă самант "чун инженерĕсемшĕн", тĕрĕссипе - илемлĕ литературăна юратакансемшĕн те, тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăмпа та асра юлчĕ пулĕ тетĕп: çав кун - январĕн 23-мĕшĕнче - Наци библиотекинче "Çиччĕрен - çиччĕ" кĕнекен презентацийĕ иртрĕ.
Ĕçре пиçĕхсе тĕрекленнисем йывăрлăхран хăрамаççĕ
Çапла çирĕплетет тимĕр вăййипе туслă ветеран
Çичĕ-сакăр теçетке урлă каçнă хăш-пĕр мучирен тĕлĕнме пăрахмастăп: тивĕçлĕ канура пулин те кĕрĕк аркине йăваласа лармаççĕ, общество ĕçĕнче те хастар вĕсем. Тĕрлĕ мероприятие хутшăннисĕр пуçне спортра та пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Вăрнар поселокĕнче пурăнакан 73 çулти Анатолий Иванов та спортпа туслă: вăл кире пуканĕ йăтать, ăмăртусенче вăй виçет.
Чăхсем патĕнче "хăнара"
Йĕпреç районĕнчи Çиçĕмкасси поселокĕнчи Валерий Дерягин пĕлтĕрхи декабрĕн 9-мĕшĕнче урама уçăлма тухнă. Ун çине тилĕ сиксе ÿкессе шухăшлама та пултарайман. Лешĕ ура тунинчен кап! çыртнă.
«Пылак тĕтĕме» юратсан...
Канаш район сучĕ 26 çулти арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пăнчă лартнă. Канаш хулинче пурăнаканскере пысăк виçепе наркотик тата психотроплă япаласене саккуна пăсса туяннăшăн, упранăшăн, пĕрле илсе çÿренĕшĕн айăпланă.
Следстви пухнă материалсем айăпа туллин çирĕплетме май панă. Пĕлтĕрхи сентябрь уйăхĕнче хайхи арçын Мускаври метрополитенра 2,11 грамм марихуана, 2,7 грамм гашиш, 2,04 грамм амфетамин туяннă.