Новости по теме

27 Кăрлач, 2015

"Хыпар" хаçат, 2015 çулхи январĕн 27-мĕшĕ, 11-12 номерсем

о Литература çулталăкне тата К.В.Иванов çулталăкне уçрĕç.
о 14246 ваканси пур.
о Садик каллех ачасене йышăнчĕ.
о Истори сукмакĕпе.
о "Капкăн" юбилейĕ тĕлне.
о "Çутçанталăк" экологи кăларăмĕ.
о "Сиплевçĕ" сиплет.
Реклама. Пĕлтерÿсем.
27 Кăрлач, 2015

Кĕнекине – уçрăмăр, вуласа тухмасăр та – хупмăпăр

Çыннисем мĕнле, вĕсем çыракан кĕнекисем те çавăн пекех.

Георг ЛИХТЕНБЕРГ.

Январь уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче хаваслă лару-тăрура Пĕтĕм Раççейĕпе ирттерекен Литература çулталăкне тата Чăваш Енри Константин Васильевич Иванов çулталăкне уçрĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев зала пуçтарăннă çыравçăсене, артистсемпе композиторсене тата ытти пултарулăх çыннисене саламласа: «Кĕнеке вулакан çын хăй çине те, йĕри-тавралăха та урăхларах куçпа пăхма тытăнать», – тесе пĕлтерчĕ. Чăваш çĕрĕ çинче кăçал Константин Иванов çулталăкĕ пулнине палăртса Михаил Васильевич уява пухăннисенчен çур зал ытла «Нарспи» поэма авторĕн сăввисене пăхмасăр калама пултарĕ тесе çирĕплетрĕ.

27 Кăрлач, 2015

Çĕнелнĕ садик «Умка» ят йышăнĕ

РФ Патшалăх Думи йышăннă "Шкул ÿсĕмĕчченхи вĕрентĕвĕн регионсенчи тытăмне çĕнетесси" тĕллевлĕ мерăсене пурнăçласа Чăваш Енре ача сачĕсем чылай уçăлчĕç. Халиччен ĕçленисене те темиçĕшне çĕнетсе улăштарма та май тупăннă. Акă 2015 çула кĕтĕмĕр кăна - шăпăрлансен черетлĕ ушкăнĕшĕн пурнăçăн çĕнĕ тапхăрĕ пуçланчĕ: вĕсем садике çÿреме тытăнчĕç. Ĕнер Шупашкарти Лебедев урамĕнчи 23-мĕш çуртра вырнаçнă 165-мĕш ача сачĕ, юсава хупăннăран ачасене пĕр хушă йышăнма чарăннăскер, хăйĕн алăкĕсене тепĕр хут уçрĕ. Çак ятпа кунта чăн-чăн уяв иртрĕ.

27 Кăрлач, 2015

Банк тытăмне çирĕплетес ыйтупа

Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Чулхулара ФАО регионĕсенчи банк тытăмĕсен çирĕплĕхне ÿстерес, капиталне пысăклатас тата экономика секторĕсенчи предприятисене кредит ресурсĕсемпе тивĕçтерес ыйтупа канашлу ирттернĕ. Округри банк пĕрлĕхĕсен представителĕсем /вăл йышра - Чăваш Енрисем те/ РФ Тĕп банкĕн Атăл-Вятка управленийĕнче пухăннă.

27 Кăрлач, 2015

Фитнес-аэробика вăй илсех пырать

Çак кунсенче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче фитнес-аэробика енĕпе республика чемпионатне савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăннă.

Михаил Игнатьев ăмăртăва хутшăннисене саламланă, тренерсемпе ашшĕ-амăшне тав тунă, спортăн çак енĕ хулара кăна мар, ялсенче те аталаннине тулли кăмăлпа пĕлтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çамрăк спортсменсен ăсталăхне палăртнă.

27 Кăрлач, 2015

ЧПУ студентне — Солженицын стипендийĕ

Тĕнчипе паллă çыравçă, обществăпа политика деятелĕ, публицист Александр Солженицын çинчен илтмен çын çук. Раççейри вĕренÿпе наука министерстви унăн ячĕпе çуллен çĕршыври аслă шкулсенче вĕренекенсене - 10 студента - çулталăк илсе тăмалли стипенди çирĕплетнĕ.

27 Кăрлач, 2015

Çырана пушаттараççĕ

Шупашкарти Мускав район сучĕ "Акконд" общество тĕлĕшпе йышăну кăларнă. Унта мĕн пирки сăмах пырать-ха? Предприяти темиçе çул каялла тĕп хула муниципалитечĕн Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата хăтлăх управленийĕпе килĕшÿ туса Атăлăн сылтăм çыранне çирĕплетмелли сооружени лаптăкĕпе - "Шупашкар шыв управĕпе инженери хÿтĕлевĕ" гидротехника хатĕрĕсен комплексĕн пĕр пайĕпе - усă курнă. Саккуна пăсса гидротехсооруженисен проектĕнче пăхман объектсем лартнă.

27 Кăрлач, 2015

Ăстаçă пурне те кирлĕ

Хамăр тăрăхри ялсенче халĕ кăçатă тăвакансем те, тĕплекенсем те юлманпа пĕрех тесе шутлаттăм. Журналист ĕç-хĕлĕпе таçта та çитсе курнă - тĕл пулманччĕ. Тутарстан Республикинчи Элмет районĕнчи Ерĕспел ялĕнчи Григорий Александров ăстаçăпа паллашрăм та - маншăн ку чăн-чăн савăнăç пулчĕ.

27 Кăрлач, 2015

Кĕмĕл-ши эс, ылтăн-ши эс, е молотилка витĕр тухнă кĕлте-ши?

Шăпчăксем вăрансан,
юррăмсем шăрансан,
Çĕмĕртсем-çеçкесем
пĕр-пĕрне чуптусан,
Эп телейлĕ, тăван, чăлах
мар эп тăван,
Паттăр çын эп, тăван,
çут тĕнче умĕнче.
Валентин УРТАШ.
 

Pages