Çырана пушаттараççĕ

27 Кăрлач, 2015

Шупашкарти Мускав район сучĕ "Акконд" общество тĕлĕшпе йышăну кăларнă. Унта мĕн пирки сăмах пырать-ха? Предприяти темиçе çул каялла тĕп хула муниципалитечĕн Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата хăтлăх управленийĕпе килĕшÿ туса Атăлăн сылтăм çыранне çирĕплетмелли сооружени лаптăкĕпе - "Шупашкар шыв управĕпе инженери хÿтĕлевĕ" гидротехника хатĕрĕсен комплексĕн пĕр пайĕпе - усă курнă. Саккуна пăсса гидротехсооруженисен проектĕнче пăхман объектсем лартнă. Юханшыв хĕрринчи лаптăкра вĕсене тăвас ыйтăва проектпа эксплуатаци организацийĕсемпе килĕштермен, гидротехника сооруженийĕсен проектне улшăну кĕрттермен. Ку асăннă сооруженисен нормативпа проект докуменчĕсенче пăхнă ĕç йĕркине пăсасси патне илсе çитернĕ тата çырана хÿтĕлемелли лаптăка йĕркерен кăларакан пĕр тĕслĕх пулса тăрать. Предприяти пĕчĕк карапсене тăратма, пассажирсене лартма-антарма çыран хĕрринче вырăн илсе Шупашкар шыв управĕпе ирĕк памасăрах усă курнă тата Атăл шырланĕпе анакана-хăпаракана пÿлнĕ. Саккуна пăхăнман çак тĕслĕхсемшĕн обществăн должноçри çыннине РФ Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексĕн темиçе статйипе айăплама йышăннă.

Çапла вара предприятин çырана хÿтĕлемелли лаптăка саккуна вырăна хумасăр тунă çурт-йĕртен пушатма тата Атăл хĕррине тирпейлеме тивĕ.

Рубрика: